Ураскилтри вăтам шкул

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Ураскилтри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Никĕсленĕ 1869
Директор Миронов В.Н.
Тĕс Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Вĕренекен 161
Адрес Ураскилт, Элĕк районĕ, Чăваш Ен

Ураскилтри вăтам шкулЧăваш Республикин Элĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул, Ураскилт чиркӳ ялĕнче вырнаçнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕмпĕр хулинче упранакан архив хучĕсем тăрăх И. Н. Ульянов çулсерен çырса пынă тĕрĕслев ĕçĕсенчен Ураскилт шкулне 1869 çулта уçни паллă пулать. П. Алицев вĕрентӳçĕ «Ульянов уçнă шкул» статьяра («Ленин çулĕпе» 1969, раштав, 25) И. Н. Ульянов Ураскилт шкулне уçнине тата çак ялта вăл виççĕ хутчен пулнине çирĕплетсе çырать. Г. К. Терентьев тăван ен тĕпчевçи «Ураскилт шкулĕ» статьяра ((«Ленин çулĕпе» 1990, пуш, 22) Ураскилт шкулне 1869 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче уçни пирки çырса кăтартать.

Ураскилт училищин пĕрремĕш вĕрентӳçи пулма Кăрмăш хулинчи хĕрарăмсен училищинчен вĕренсе тухнă Агриппина Александровна Зеленцовăна лартнă.

Вăл кунта шăпах 20 çул, 1889 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕччен ĕçлет Çакна 1890 çулта П. Лаговский тĕрĕслекен çырнă пĕр ĕç хучĕ те çирĕплетет:

«… Преподавание прочих предметов до 15 ноября 1889 года велась старой учительницей А. Зеленцовой, а по увольнению ее от должности за выходом ее в замуж, с 15 ноября вновь назначена вместо нее, из окончивших в Симбирском Епархальном женском училище учительница Воскресенская».

Илья Николаевич Ураскилт шкулне пулăшас шутпа çине тăрса тăрăшнă. Унăн пулашăвĕпе шкулта вулавăш çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланса пынă. Çĕнĕ литературăна Чĕмпĕрти Карл Юргенсăн кĕнеке лавкинчен çырăнса илнĕ.

Илья Николаевич ачасене ĕçе хăнăхтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ураскилтре ирттернĕ пĕр тĕрĕслевре вăл вĕрентӳçĕне шкул çурчĕ йĕри-тавра йывăçсем лартма сĕннĕ. Çакăнпа ачасем хаваслансах килĕшнĕ, кĕçех шкул умĕнче йывăç-курăк ешерме тытăннă.

Илья Николаевич Ульянов чăваш шкулĕсенче Иван Яковлевич Яковлевпа пĕрле çӳреме юратнă. Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ И. Н. Никифоров, юлашки вăхăтра элек районĕнче пурăннăскер, Элĕк шкулне И. Н Ульянов И. Я. Яковлевпа пĕрле килнине астăвать. Çавăн чухне иккĕ çутĕç ĕçченĕ Ураскилтри шкула та кĕрсе тухнă теме те пулать.

Шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Федоров Павел Алексеевич - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçĕ.

Шкулта вĕреннĕ паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Илле Тукташ, чăваш халăх сăвăçи
  • Абамова Любовь Михайловна - Чăваш инçекурав редактăрĕ.
  • Александров Ливерий Алексеевич — РФ тава тивĕçлĕ механизаторĕ.
  • Арланов Константин Фёдорович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
  • Васянка Никифор Тарасович - чăваш сăвăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
  • Васянка Николай Филимонович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ.
  • Емельянов Прохор Канонович - чăваш çыравçи, драматургĕ.
  • Когтева Юлия Филимоновна — РФ тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ.
  • Козлова Раиса Порфирьевна — Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • Кузьмин Валентин Иванович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, медицина ăслăхĕсен кандидачĕ.
  • Степанов Геннадий Тимофеевич — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ.
  • Степанов Ф. И. — журналист, СССР журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
  • Терентьев Гурий Константинович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ультура ĕçченĕ.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Галерейă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]