Уса (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Уса
Характеристика
Тăршшĕ 19 км
Шыв системи Печора → Баренц тинĕсĕ
Юханшывсен бассейнĕ Печора (юханшыв)
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ юханшывсем пĕрлешни: Мăн Уса и Кĕçĕн Уса
 • Координатсем 67°28′42″ с. ш. 64°43′32″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/Q
Шыв вăрри Печора (юханшыв)
 • Вырнаçу Усть-Уса
 • Координатсем 65°58′01″ с. ш. 56°56′01″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/Q
Вырнаçни
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
РПШР Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.
Уса (юханшыв) (Раççей)
Точка
Точка
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри

Уса́Коми Республикин юханшывĕ, Печорăн сылтăм пысăк юппи.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ячĕ финн-укăрлă, "юпă" тени пулать. Уса, Укса хормăллă гидронимсем Раççейĕн Европа Çурçĕрĕнче пĕрмаях тĕл пулаççĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăсăлăвĕ 565 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ 93600 çм². Шыва вăтамран 1310 м³/çек (юхса кĕриччен 91 çм — 1070 м³/çек) куçарать, чи пысăкки — 21500 м³/çек (çĕртме), чи пĕчĕкки — 43,9 м³/çек (ака). Юпа- чӳк (пĕрремĕш пайĕнче) уйăхĕнче пăрланать, çу-çĕртме уйăхĕнче пăртан тасалать. Юр шывĕпе тулать.

Чи пысăк юпписем — Елец, Лемва, Мăн Кочмес, Косью (сулахаййисем); Воркута, Сейда, Колва (сылтăммисем).

Уса Поляр Уралĕн айăккинче пуçланакан Мăн Усапа Кĕçĕн Уса пĕрлешнипе пулса каять. Кĕçĕн Уса — хăвăрт чупакан шывлă тата нумай шыв сиккиллĕ, ăна шыв çӳревçисем кăмăллаççĕ, Мăн Усана вăтам юхăмĕнче ишсе тухма çук. Хăй Уса çинче шыв сиккисем çук, хăвăрт юхăмĕсемпе тата тури юхăмĕнче çаврăнса чупать. Тури çыранĕсем çӳллĕ, чуллă; вăтампа анат юхăмĕнче, çыранĕсем лутра шурлăхланнă. Тепĕр чуллă пайĕ анат юхăмĕнчи Адак ялĕ патĕнче, унта Уса Чернышёв грядисене каçса каять.

Сивомаскинский посёлокĕ патĕнчен юханшыв анланса пырать (анатри анлăшĕ 700 -2000 метр) тата пайăркаланса каять, утравсем туса хурать, çакăн пек ĕнтĕ юхса кĕричченех пырать. Печорăна çитиччен 30 çухрăмра, сылтăм çыранĕнче Усинск хули ларать, юнашар пристаньлĕ Парма посёлокĕ. Пĕрлешнĕ тĕлтех — Усть-Уса сали.

Юханшывпа 325 çм çити тăвалла пăрахут хăпарма пултарать.

Пристанĕсем: Абезь, Петрунь, Макариха, Парма, Усть-Уса.

Уса тавралăхĕнче Печора чул кăмрăк бассейнĕ пур. Юхншывăн анатĕнчи Усинск хули патĕнче — Коми Республикинче нефтьпе газ управĕсем.

Гидрологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫулталӑкри вӑтам юхӑм — 1310 м³/ҫек (вӑрринчен 91 км 1070 м³/ҫек), чи пысӑкки 21500 м³/ҫек (июнь), чи пӗчӗкки 43,9 м³/ҫек (апрель).

1931-1988 ҫулсенчи Адзьвавом ялӗ патӗнчи (160 км вӑрринчен) юханшывӑн вӑтам юхӑмӗ (м³/ҫ) уйӑхсерен [1]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Данные на сайте ЮНЕСКО 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.