Харитонов Василий Дмитриевич
Харитонов Василий Дмитриевич | ||||
Çуралнă вăхăт | 1917-мĕш çул | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Кивĕ Тĕрлемес Куславкка районĕ Чăваш Республики Раççей | |||
Вилнĕ вăхăт | 1968–мĕш çулхи çăвăн 30-мĕшĕ | |||
Вилнĕ вырăн | Сочи Краснодар Ен Раççей | |||
Пăхăнулăх | СССР | |||
Çар ăрачĕ | танк | |||
Хĕсмет çулĕсем | 1938-1945 | |||
Хисеп | ||||
Чаç | 11-мĕш гварди Çарĕн 148-мĕш уйрăм инженер-танк полкĕ | |||
Командăланă | взвод | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Чыславсем тата парнесем |
|
ХАРИТОНОВ Василий Дмитриевич (1917-1968)—кĕçĕн лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Чăваш Республикин Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче çуралнă. Чăваш. КПСС ретне 1944-мĕш çулта кĕнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халхин-Голти çапăçусене хутшăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче тупă командирĕ, Орелти танк училищине пĕтерсен танк командирĕ, каярах взвод командирĕ пулнă. Белорусине ирĕке кăларнă вăхăтра уйрăмах палăрнă. 1944-мĕш çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче Орша еннеле тапăннă вăхăтра тральщик-танксен взводе ертсе пынă. Ун умне лартнă тĕллев: чи пысăк хăвăртлăхпа мина хирĕсем урлă каçмалла, унта атаклакан çар валли çул уçмалла. Танксем малалла ыткăнаççĕ. Танк умĕнче вырнаçтарнă йывăр дисксем çĕре кăпкалатса минăсене сирпĕтсе пыраççĕ. Сирпĕннипе çĕр чĕтренсе тăрать. Трал айĕнче 22 мина сирпĕнет.
Харитонов взвочĕ тăшмансен позицине савăл пек кĕрет. Раципе полк командирĕ пĕр йĕрпе атакăна кĕме хушать. Минăсем сирпĕнеççĕ. Броня çунать. Взводра Харитонов танкĕ çеç арканман. Танк умĕнче ташман пытаннă тарăн канав. Харитонов артиллерине канава пеме ыйтать. Радиоçыхăну çухалать. Хартионов танкĕ 14 сехет хушши нимĕçсен позицинче запăçать. Çав вăхăтра нимĕçсен штабне аркатса пысăк пĕлтерĕшлĕ документсене ярса илет. 4 дзотпа 43 салтакпа офицера пĕтерет. Малашнехи çапăçусенче зенитка батареине, САУ, 2 миномет батареине тата 80 салтакпа офицера пĕтерет.
Неман урлă чи малтан каçать. Йывăр аманнă пулсан та танка темиçе сехет хушши ертсе пырать.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 05.11.1944 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ. 1968 çулхи çăвăн 30-мĕшĕнче Краснодар Ен Сочи хулинче вилнĕ.
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденĕ
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Куславка хулинче ун ятне урама панă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблон:Книга:Герои Советского Союза
- Белебенцов, Д. Наши земляки – герои–танкисты / Д. Белебенцов // Совет. Чувашия. – 2000. – 9 сент.
- Изоркин А. В. Харитонов Василий Дмитриевич / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 437.
- Николаев, Д. «И наши люди мужества полны» / Д. Николаев // Чебоксар. новости. – 2001. – 8 сент.
- Харитонов Василий Дмитриевич // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы – уроженцы Чувашии : [комплект открыток]. – Чебоксары, 2005.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш энциклопедийĕ
- Харитонов Василий Дмитриевич (ĕçлемен каçă)
- Харитонов Василий Дмитриевич Вăрнар сайтĕнче 2014 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
.