Куславкка
Куславкка
|
Куславкка, - Чăваш Енре вырнаçнă хула, Куславкка районĕн администраци центрĕ. 1938 çултан ĕçлекенсен паççулки, 1967 çулхи чӳк уйăхĕн 20 — хула статусĕнче.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула Шупашкартан 97 çм Хусана каймалли М-7 трасса çинче вырнаçнă, географи енчен питĕ тĕплĕ: 1) виçĕ республикăн — Чăваш Ен, Мари Эл тата Тутарстан —чиккисем çыхăннă тĕлте Атăлăн сылтăм çыранĕнче; 2) хуларан 9 çм Хусан — Чулхула автотрасса иртет; 3) Куславкка пристанĕнчи Атăл урлă каçă; 4)çурт-йĕр тумалли материал (тăм, акшар, доломит) пурри.
Хула тĕлĕнче Атăла Шуршу шывĕ юхса кĕрет.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх халапĕсем тăрăх, вырăссем киличчен кунта чăвашсем пурăннă, каярахпа вĕсем Кивĕ Тĕрлемесе куçса кайнă. Куславкка вырăнĕнчи чăвашсем пурăннă вырăна Шахтарка тенĕ. Çĕрсене Аслă Петĕр патша Мясников генерала валеçсе панă, лешĕ вара кунта креппостла хресченсене илсе килнĕ. Мясников генерал Тамбов кĕпĕрнинчи Козлов хулинчен пулнине кура кунти яла Козловка тенĕ (чăвашла Куславкка). Чăн та, урăхларах версисем те пур.[1]
Хула гербĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула гербне 2001 çулхи çĕртме уйăхĕнче район депутачĕсен пухăвĕнче йышăннă. Герб авторĕ — тăван ен тĕпчевçи Н.Г. Зайцев.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1999 çулхи 1 кăрлач уйăхĕнче Куславккара 12,9 пин çын пурăннă (1939 — 5 пин, 1959 — 8,5 пин, 1979 — 11,8 пин, 1989 — 12,7 пин).
Промăçлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулан пысăк промăçлă предприятийĕ —Куславкка автофургон комбиначĕ. Апат-çимĕç промăçлăхĕ — çăкар комбиначĕ, сĕт-çу завочĕ, 2 пулă хатĕрлекен предприяти. Çаплах çĕвĕ фабрики, металл хатĕрĕсен завочĕ ĕçлет.
Çутĕç, культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулара 3 вăтам шкул, ĕçлекенсен каçхи шкулĕ, шкул-интернат (2006 çулхи çăвăн 25-мĕшĕнче ача-пăча çуртне куçарнă), Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн ăслăлăх-пĕлӳ центрĕ (экономика тата юридици факультечĕсем), лицей, мусăк, пултарулăх, спорт шкулĕсем, 4 вулавăш, кинотеатр, культура çурчĕ, Н. И. Лобачевскин музей-çурчĕ. Хула типографинче «Ялав» хаçата пичетлеççĕ.
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулан чăвашла ячĕ шухăша ярать. Ку тĕлĕшпе çакăн пек сăвăлла текст та пур:
Çут тĕнчере Козловкăсем пайтах.
Чăваш Енре пурри те паллă, авă.
Тен, чăн та, Куславкка пĕрре анчах?
Аттемĕр Атăл хĕрринчи хула вăл!
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Клементьев В. Н. Козловка. Исторический очерк. Ч., 1997.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Куславкка сайчĕ — сăнӳкерчĕксем, хыпарсем 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Куславкка сайчĕ 2005 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)(вырăсла)
- Куславкка «Ман хула» энциклопедире
- Куславкка хулин фотографисем
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Дмитриева Э.Я. Города Чувашии. Чебокссары, 1987. — С. 86-89.
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула : Шупашкар Муниципаллă-территориллĕ пайланăвĕ:
Районсем : Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |