Хирти Катек

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хирти КатекЧăваш Республикин Канаш районĕнчи ял. Ачча ял тăрăхне кĕрет.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Катекри хресченсем Çĕрпӳри А. Акатова улпут çĕршĕн тавлашса каяççĕ. Çак хирĕçӳре ял çыннисенчен сухалакан çĕрсем 50 теçеттин тата 20 теçеттин улăх-çаран туртса илнĕ.

1762 çулта хресченсем Çĕрпӳри вайпут кантурне, вĕсен саккуна пăхăнмасăр туртса илнĕ çĕрсемпе Мăкăр Упи çырми хĕрринчи Катек ялне куçса ларни, 1720 çулта вара çак ялăн хальхи вырăнне пурăнма куçни çинчен каланă. Анчах документсем тĕрĕс пулнине тата куракансем кăтартса панине пăхмасăрах, влаçсем катексене пулăшма шутламан.

1796 çулта, çĕр каснă вăхăтра, вĕсен çĕрсене Çĕрпӳри усă курма право пуррине кăтартас тесе, Хусанти кермен приказĕн 1651 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕш числинчен грамотин копине тата 1651 çулхи хурал кĕнекине кăтартнă. Куракансем вырăнне Татмăш, Янкăлч, Мăкăр тата Тукай ялĕнчи хресченсем пулнă. Çак документсенче Мăкăр ялĕнчи хресченсем 1651 çулта мăнастыре панă.

1866 çулти çĕр реформи хыççăн çеç хресченсем çак çеремпе усă курма ирĕк илнĕ, анчах малтан вĕсене укçалла туянмалла пулнă. Документсемпе паллашнă хыççăн паллă пулнă: Катек ялне Çĕрпӳ районĕнчи Катек ялĕнчен (халĕ - Тупнер ялĕ) куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. Вăл малтан Иккĕмĕш Тукай тата Пĕрремĕш Татмăш вулăсĕсене, 1859 çултанпа вара Мами вулăсне кĕнĕ. 1762 çулта ялта 39 кил шутланнă, 1866 çулта 86 кил пулнă, унта 259 арçынпа 285 хĕрарăм пурăннă.

Хальхи Катеке Хирти (Напольные) ят панă, мĕншĕн тесен ку вырăна авал Çеçенхир, Хирпуç тенĕ. XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Катекрен куçса кайнă çынсем Патăрьел районĕнче Кивĕ Катек тата Тĕрĕньел ялĕсенче(вырăсла вĕсем Старое Котяково, Новое Котяково) никĕсленĕ.

Кĕперсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]