Треньел
|
Треньел (Тĕрĕньел), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1927 çулчен Катек ятлă пулнă[çăлкуç кирлĕ].
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Патăрьелтен 9 çухрăмра çурçĕрелле вырнаçнă. Ялпа юнашар Ыхра Çырми юханшывĕ иртет.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Треньелте 504 çын пурăнать. Ялта шкул, ял клубĕ, фельдшер пункчĕ пур.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку яла никĕслекенĕ Тĕрĕн ятлă пулнă, вал Кивĕ Катек çынни пулнă. 1722-1727 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче ку яла вырăсла Новое Котяково ят панă. Вырăсла ăна Çĕнĕ Катек ят парса чиновниксем налук пухнă чухне йăнăш тăвас мар шухăшпа панă ĕнтĕ.
Чĕмпĕр кĕпернийĕ Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 37 кил пулнине çирĕплетсе калама пулать. Вĕсенче 89 арçын тата 96 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулта вара ялта 89 кил пулнине палăртнă. Вăл вăхăтра ялта 274 арçынпа 239 хĕрарăм пурăннă. 61 килте çырма-шытлама пĕлнĕ.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].
Паллă çыннисем, ытти харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Паймина Елизавета Леонтьевна, литературовед.
- Иванов Николай Николаевич,
- Замчинская Маргарита Александровна (28.07.1957 çур.) — "Аудит-Консалтинг" ЗАО пуçлăхĕ (Шупашкар хули)[2]
- Енилина Светлана Александровна (1.1.1973 çур.) — патшалăх ĕçлевçи[3].
Çăвăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Публикации » ПИЛĔК ХĔР АШШĔНЕ
- ^ Гончарова С.В. Енилина Светлана Александровна — чăваш энциклопедийĕнчи статья.
Патăрьел районĕн пурăнан вырăнĕсем |
||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Туçа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нăрваш Шăхаль • Пăлакасси • Пăлапуç Нурăс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патăрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шăнкăртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |