Ростоцкий Андрей Станиславович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Андрей Ростоцкий
Çуралнă чухнехи ят: Андрей Станиславович Ростоцкий
Çуралнă вырăн: Мускав, СССР
Вилнĕ вырăн: Сочи, Раççей
Гражданлăх: ССРП ССРП
Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Професси: актёр, кинорежиссёр, сценарист, Каскадёр
Карьера: 19742002
IMDb: ID 0744609

Андре́й Станисла́вович Росто́цкий (кăрлач, 25 1957çу, 5 2002) — совет тата раççей актёрĕ, режиссёр, каскадёр, трюксене лартаканĕ, теле-ертӳçĕ, сценарист, Шаблон:Тава тивĕçлĕ артисчĕ[1]. Спорт ăсти кандидачĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Андрей Ростоцкий Мускавра, Станислав Ростоцкий тата Нина Меньшикова артист çемьинче 1957 çулхи кăрлач, 25 çуралнă.

1974 çулта ВГИКа актĕр уйрăмне (Сергей Бондарчук ăста класĕ) вĕренме кĕрет, ун чухнех пĕрремĕш хут «На край света» фильмра вылять.

1994 çултанпа Хальхи ӳнер институтĕнче сцена çапăçупе фехтование вĕрентет. 1997 çултанпа — «VITALIS» пурнăç шкулĕн инструкторĕ. 1998 çулта Тĕп мускав ипподромĕнче (дистанци 400 метр) Венедикт Ерофеев («Москва-Петушки» кĕнеке авторĕ) ячĕллĕ ăмăртуна хутшăннă. 2000 çулта Хальхи ӳнер институтĕнче актёр ăсталăхне вĕрентме пуçланă. 2001 çултанпа «Каскадёр» ут театрĕн тĕп режиссёрĕ.

Мускав тĕнче каскадёрсен «Прометей-2000» фестиваль жюри пайташĕ, «Ылтăн асав шăл» фестиваль оргкомитечĕн председателĕ, Раççей синематографистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.


Сочи хули таврашĕнчи туллă çĕрте кино ӳкерсе илмелли вырăна шыраса шыв сиккине тĕпченĕ чух сарăмсăр вилĕм тупать. Хăш хыпарсемпе, актёр ӳсĕр пулнă, анчах та Андрей Станиславовичпа юнашар пулнă çынсем телекăларăмсенче каласа кăтартнипе умĕн каç та, çав кунра та пĕр тумлам та «йӳççине» сыпман. Ку сарăмсăр синкек пулнă.

Парнесемпе чысĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1991)
  • «Мускав 850 çул астăвăм» медалĕ
  • Раççей чыслă кинематографисчĕ
  • Ленин комсомол парни лауреачĕ
  • СССР ПХК парни лауреачĕ
  • СССР ШĔМ парни лауреачĕ
  • А. Довженко ячĕллĕ кĕмĕл медаль
  • ВЛКСМ ТК «Ĕç хастарлăхĕ» хисеп палли

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Актёр ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Режиссёр ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сценарисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Телевиденири ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Телепрограмма ертӳçи:

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 13 мая 1991 г. «О присвоении почетного звания „Заслуженный артист РСФСР“ артистам кино»

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Андрей Ростоцкий на www.peoples.ru Репортаж о смерти