Хурăнвар шкулĕ
Хурăнвар шкулĕ | |
Никĕсленĕ | 1898 |
---|---|
Хупнă | хупман |
Директор | Угинова Людмила Анатольевна |
Тĕс | Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул |
Адрес | Хурăнвар ялĕ, Çĕпрел районĕ, Тутарстан (422465, РТ, Дрожжановский район, с. Хорновар-Шигали, ул. Горького, д. 4) |
Координатсем | паллă мар |
Телефон | +7(843)-753-65-12 |
Эл. почта | Shsh.Drz@tatar.ru |
Сайчĕ |
[[1] edu |
Хурăнвар шкулĕ, — Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар ялĕнче вырнаçнă пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул. Совет Союзĕн Паттăрĕ Юхвитов Петр Сергеевич ячĕпе хисепленет.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шкул историйĕ пуян, вăрăм, кăсăклă[1].
Шкул историне хăш çултан пуçламалла?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хурăнвар шкулне 1898-мĕш çулта никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Анчах та ăна, ун чух никĕсленекен вĕрентӳ йĕркелĕмне, малтанах иккĕмĕш класлă шкул пек аталантарма шутланнă[2]. Урăхла каласан, вĕрентевçĕсем хатĕрлекен шкул тума палăртнă. 1920-мĕш çулсенче хăйĕн çак ĕçне, вĕрентевçĕсем хатĕрлессине эппин, пăрахнă. Çак самантсем шкул историне хăш çултан пуçласси тĕлĕшпе хăшпĕр ыйтусем кăларса тăратаççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан "ахаль" шкула профессилле пĕлÿ паракан шкулăн тăсăмĕ темешкĕн йывăр.
Тепĕр енчен, иккĕмĕш класлă текен шкулсем икĕ пайран (çав пайсене "классем" тенĕ те ĕнтĕ) тăнă пулмалла чылай чухне: малтанхи пуçламăш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пай, тата иккĕмĕш, вĕрентевçĕсене хатĕрлекен, пай. Енчен те Хурăнварта 1898-мĕш çулта пуçламăш пĕлÿ парассине те йĕркеленĕ пулсан, çав çула хайхи ориентир пек кăтартма пулать. Акă паянхи тĕпчеврен илнĕ йĕркесем:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)...Затем начались строительные работы и 15 октября 1898 года школа была готова к приему учащихся. Первоначально она была названа земской.В ноябре 1898 года в Хорновар-Шигалинской земской школе был проведен первый набор учащихся. Учитель Степан Иванов окончивший Казанскую учительскую семинарию, принимал учащихся один, без комиссии и без экзаменов всех, кто только желал учиться. Всего было принято 58 учащихся с 7 до 22 лет. С началом учебы дети изучали буквы по букварю И.Я Яковлева на родном языке[2].
...Малалла çÿрттăвăм ĕçĕсем пуçланнă та 1898-мĕш çулхи октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне шкул вĕренекенсене йышăнма хатĕр пулнă. Ăна малтанлаха "енлĕх шкулĕ" тесе ят панă.1898-мĕш çулхи ноябрьте ачасен пĕрремĕш ăстрăмне йышăннă. Хусанти вĕрентевçĕсен семинарине пĕтернĕ Степан Иванов ку ĕçе пĕччен тунă, комисси те, экзаменсем те пулман. Камăн кăмăл пур — çавсене пурне те йышăннă. Мĕнпурĕ — 7-22 çулсенчи 58 ача. Вĕрнме пуçласан вĕсем И.Я.Яковлев букварĕпе тăван саспаллисене тишкернĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, малтан килнĕ ачасем чăнах пĕтĕмшле пĕлу илекенсем пулнă. Шкулăн ячĕ те халлĕхе "иккĕмĕш класлĕ шкул" мар-ха. Эппин чăнах та хальхи шкулăн историне çак вăхăтран (чӳк, 1898) пуçлама май килет. Çапах та иккĕмĕш класлă шкулăн историне унăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан енĕнчен уйрăмрах пăхса тухмалла пулĕ.
Иккĕмĕш класлă шкулăн историйĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1901-мĕш çулта тин Хурăнвар шкулĕ иккĕмĕш класлă шкулăн майĕсемпе ĕçлеме пуçлать[2].
Тĕп статья: Хурăнварти иккĕмĕш класлă шкул.
Иккĕмĕш класлă шкул пĕтнĕ май урăх тапхăр пуçланни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ак çакăн пек фактсем паллă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Начиная с 1898 по 1916 год школа дала 16 выпусков. За этот период образование получили около 260 учеников. Многие ученики в последствии стали учителями и преподавали в Казанской и Симбирской губерниях.1898-1916-мĕш çулсенче шкулта 16 кăларăм пулнă. Асăннă тапхăрта мĕнпурĕ 260 ачана вĕрентсе кăларнă. Нумай вĕренекенсем кайран вĕрентевçĕ пулса тарса Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисенче ĕçленĕ.
Кунта пĕтĕмпех професси илсе тухнисем пирки сăмах пырать-ши е пуçламăш пĕлÿ çеç илнисене те асăннă-ши? Çакă уçăмлăнах паллă мар. Апла-и, капла, часах вĕрентевçĕсене хатĕрлесси пăчланать. Юлашки хут витерĕневçĕсене алла учитель пулнине çирĕплетекен документсем парса ăсатасси хăçан пулни те паллă мар. 1924-1926-мĕш çулсенче шкул пачах та ĕçлемен.
Кунта вĕреннĕ паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кунта ĕçленĕ çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чи малтанхи вĕрентевçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ История Хорновар-Шигалинской школы.
- ^ 1, 2 тата 3 Захаров В.Н. Тема: История МБОУ «Хорновар-Шигалинская средняя школа» (2015-мĕш çулта хатĕрленĕ).
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Ку пĕлӳ илни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |