Контент патне куҫ

Хура карас

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хура карас

Хура карас та карп йышши пулă. Тĕксĕмрех ылтăн тĕслĕ, анчах та шывран кăларсан тӳрех хура пăнчăланса каять. Çавăнпах пулла чăвашсем хура карас тенĕ те пулас. Хăш çĕрте арман пулли тесе каланине тĕл пулатăн.

Хура карас 30 сантиметр тăршшĕ çитĕнме пултарать. Йывăрăшĕ 2 килограмран сайра иртет. Çу уйăхĕнче вăлча сапма пуçлать. Унта 300-400 пин тĕвĕ пулать.

Ку пулă питĕ лӳппер, майĕпен, васкамасăр ишсе çӳрет, пĕр вырăнтан тĕпĕр вырăна куçса кайма юратмасть. Çулла вăлтана кĕменпе пĕрех. Çуркуннепе кĕркунне те пĕр вăхăт кăна туртать. Ытларах ăман çине кĕрет. Туртма та ку пулă лӳппер туртать. Пуçĕпех хыпиччен хăш чух 5 минут таран иртме пултарать.

Хура карас, ытти карас пекех, хĕлле вăлтана кĕмест, юшкăн ăшне кĕрсе выртать.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Линь // Биологический энциклопедический словарь / Гл. ред. М. С. Гиляров; Редкол.: А. А. Баев, Г. Г. Винберг, Г. А. Заварзин и др. — М. : Сов. энциклопедия, 1986. — 831 с. — 100 000 экз.