Хушма ят
Курӑнакан калӑплав
Хушма ят — çын хăйне валли хăй шутласа тупнă ят. Урăхла ăна псевдоним теççĕ. Чăвашсем хушшинче хушма ятсемпе ытларах çыравçăсем, сăвăçсем, артистсем, политика ĕçлевçисем усă кураççĕ.
Паллă чăваш çыравçисен хушма ячĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Илле Тăхти — Илья Ефимович Ефимов;
- Иван Мучи — Иван Илларионович Илларионов;
- Хумма Çеменĕ — Семен Фомич Фомин;
- Уйăп Мишши — Михаил Данилович Шумилов;
- Мĕтри Кипек — Афанасьев Дмитрий Афанасьевич;
- Хветĕр Уяр — Федор Ермилович Афанасьев;
- Çеçпĕл Мишши — Михаил Кузьмич Кузьмин (каярахпа Çеçпĕл чăн хушамат пулса тăрать)
- Петĕр Ялкир — Пётр Алексеевич Тихонов;
- Юхма Мишши — Михаил Николаевич Ильин (паянхи кун Юхма — чăн хушамат).
- Петĕр Хусанкай — Пётр Петрович Казанков (каярахпа Хусанкай чăн хушамат пулса тăрать).
- Николай Ют — Золотов Николай Яковлевич çыравçă.
- Аркадий Арис — Золотов Аркадий Иванович çыравçă.
Хăш-пĕрисен хушма ячĕсем, çынсен кăмăлĕпех, чăн ята та куçаççĕ; çавна кура вĕсен ачисем те усă кураççĕ.