Цинь Шихуанди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Цинь Ши Хуан, Цинь ăрăвне никĕслекенĕ тата пĕрлешĕннĕ Китайăн пĕрремĕш императорĕ

Цинь Шихуанди (кит. 秦始皇, пиньинь Qín Shǐ Huáng; пирĕн эрăччен 259—210 çç.) — Цинь патшалăхĕн (пирĕн эрăччен 246) тăрăмĕ, чылай ĕмĕр тăсалнă Вăрçакан патшалăх тапхăрне вĕçленĕ. Пирĕн эрăччен 221 çултанпа Вар Китайăн пĕтĕм территоринче китай патшалăхĕн пĕрремĕш элтĕперĕ пулса хăйĕн пайăр тытăмлăхне çирĕплетет. Китая 10 пин ăру сыпăк тапхăрĕнче астул тытса тăрас шухăшпа никĕсленĕ Цинь ăрăвне вăл вилсен темиçе çултанах çапса антарнă.


13 çул тултарсан Чжэн Цинь элтепер пулса тăрать, унăн патшалăхĕ Тӳпе айĕнчинче чи хăватли шутланнă. Цинь ăрăвĕ ертсе пынипе Китай пĕрлешĕнсе пырать. Вăта Китай патшалăхĕсемшĕн Шаньси (цинь тĕп çĕрĕсен туçи çурçĕр патшалăхĕ) тискер çĕрĕ шутланнă. Цинь патшалăхĕн вăрçă хăватлăхĕ мăнаç пулнă, чылай йышлă бюрократи шутланнă.

238 çулчен Чжэн ӳссе çитмен çын шутланнă, пур ĕçсене регент тата пĕрремĕш министр Люй Бувэй тытса пынă. Çак çулсенче пулас император Килри тоталитари легизм идеологине чуна йышăнать, çак вăхăтăн чи паллă çынни Хань Фэй пулнă. Чжэн, 22 çула çитсен, хăйĕн амăшĕн еркĕнне айăпласа вĕлерет, Люй Бувэя вара пăлхава хĕтĕртнĕ тесе ссылкăна кăларса ярать.

Малашнехи çулсенче Чжэн пĕр хыççăн теприне ултă патшалăха пайланса тăнă Китая ярса илет. Ку ĕçре вăл тем тĕрлĕ меслетпе усă курать: шпионсене , вăрттăн укçа парать, ăсчах канашçĕсен (вĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн Ли Сы йышăнать) пулăшăвĕпе те усă курать. 32 çулта вăл хăй çуралнă кнеçлĕхе çĕнтерсе илет, çав чухнех унăн амăшĕ çĕре кĕрет. Тепĕр çулта кнеç Янь Дань хушса янă вĕлерекене ярса тытнă. 39 çулта Чжэн историре пĕрремĕш пĕтĕм Китая пĕрлештерет, Цинь Ши Хуан астул ятне тивĕçет.

Малтанхи çулĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ин Чжэн пирĕн эрăччен 259 çулта Ханьданьре (Чжао кнеçлĕхĕ) çуралнă, унта унăн ашшĕ — Чжуан Сянван — укçа саклатĕнче пулнă. Çуралсан ăна Чжэн («пĕрремĕш») ят панă.

Амăшĕ малтан Патша Килĕнчи Люй Бувэйĕн еркĕнĕ пулнă. Люй Бувэй çаврăнуллăхĕпе Чжэн астула йышăнса юлать.

Пĕрремĕш император титулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш император титулĕ, цинь тапхăрĕн шрифчĕпе кăтартнăскер.

Ин Чжэн пайăр ята пулас императора çуралнă, календарьти пĕрремĕш уйăх (正), ячĕпе, пепкене Чжэн (政) тенĕ. Аваллăхри ят тата титул кăткăс йĕркипе хушамата хальхи Китайри пек, юнашар çырман, çавăнпа та Цинь Ши Хуана пайăр ят сайра хут усă кураççĕ.

Импери тапхăрĕн тăрăмĕн мăнаçне кăтартма çĕнĕ титул йеркине кĕртмелле пулнă. Цинь Шихуанди, тӳррĕнех куçарсан, «Цинь ăрăвне никĕслекен император» тени пулать. Кивĕ палăртăвĕ ван, «монарх, кнеç, патша» евĕр куçарăннă, вырăнлă пулман: Чжоу хавшакланнă май ван титулĕ йӳнелсе пынă. Малтанах Хуан («элтепер, августейший») тата Ди («император») терминсемпе уйрăммăн уса курнă (Виçĕ элтепер тата пиллĕк император вулăр). Çак икĕ термина пĕрлештерни çĕнĕ тĕслĕ тăрăмăн пĕртытăмлăхне кăтартмалла пулнă.

Çапла туса хунă император титулĕ 1912 çулхи Синьхай революцичченех, импери тапхăрĕн юлашки кунĕсенченех тытăнса тăнă. Ăна Тӳпе ай ăрăвĕсем те, çаплах империне вакласшăн кĕрешекен ăрусем те усă курнă.

Пĕрлешĕннĕ Китая ертсе пыни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӳпе ай империне туса хурас компани 221 çулта вĕçленет, çакăн хыççăн çĕнĕ император çĕнтерсе илнĕ пĕрлешӳлĕхе çирĕплетес тĕллевпе темиçе çĕнетӳ ĕçĕ ирттерет: «пур колесницăна пĕр тăршшĕ тĕнĕл, пур иероглифа — çырма пĕр никĕс» чĕнӳпе çулсен пĕрлĕ эрешне туса хунă, пăхăнтарнă патшалăхсен сапаланчăк иероглифики йеркине пăрахăçланă, пĕрлĕ укçа-тенкĕ йĕркине, çаплах виçепе йывăрăш йĕркине кĕртнĕ.

Цинь Шихуанди çӳренĕ маршрутсем.

Империн тĕп хули цинь çĕрĕсенчи Сяньян пулнă, хальхи Сианьрен инçех мар. Унта пăхăнтарнă пĕтĕм патшалăх сановникĕсемпе вельможисене пуçтарнă.

Вырăнти халăх кăкран уйрăлса каясран, империе 36 çар тăрăхне пайланă. Пĕрлешĕну тĕллевĕпе малтанхи патшалăхсен пĕр-пĕрин хушшинчи хӳтелӳ пӳлнисене çĕмĕрнĕ. Хӳтлехсен çурçĕр пайне кăна упраса хăварнă, унăн уйрăм татăкĕсене çирĕплетсе пĕр-пĕринпе çыхантарнă: çакăн пек çĕнĕрен тунă Аслă китай хӳтлĕхĕ Вар Патшалăхне юркăн йăхсенчен хӳтĕленĕ. Çаплах, çак хӳтлĕх патшалăхри халăха тарса çухаласран та сыхланă.

Хăйĕн пурнăçĕн юлашки вунă çул тăршшипе император хăйĕн тĕп хулинче пулнă. Вăл пĕрмаях хăйĕн çĕршывĕн тĕрлĕ çĕрĕсене тĕрĕсленĕ, вырăнти чиркӳсенче чӳкленĕ, вырăнти турăсене хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки хыпарланă, хăйне мухтаса стелăсене лартнă. Император хăйĕн патшалăхĕнчи çĕрсенче çӳрени монарх Тайшань тăве çине хăпарас йăлана пуçарса янă. Вăлах китай тăрăмĕсенчен пĕрремĕшĕ тинĕс çыранне тухнă.

Сыма Цянь хань историкĕн «Ши цзи»ĕçĕнче императора çитес вилĕм шухăшĕ çунтарни курăнать.

Çулçӳревĕсенче вăл юмăçсемпе тухатмăшсемпе паллашнă, вĕсенчен вилĕмсĕрлĕх эликсирĕн вăрттăнлăхне пĕлесшĕн тăрăшнă. 219 çулта вăл Тухăç Тинĕсĕн (Японие, пулас) утравĕсем çине шырама янă. Конфуци ăсчахĕсем çăкăнта пуш тĕшмĕше кăна асăрханă, уншăн вĕсене хаяр шăпа тивнĕ: чанлавра çырнипе, император весенчен 460-не чĕррĕнех çĕр айне пытарнă. П. э. 213 çулта Ли Сы императора кĕнекесене, ял хуçалăх, медицина тата юмăç пăхмалли кĕнекесемсĕр пуçне, çунтарса яма сĕнет. Унсăр пуçне, были император пухăвĕнчи тата цинь тăрăмĕсен хроники кĕнекисем те хĕрхенĕве лекнĕ (см. en:Burning of books and burying of scholars).

Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче, вилĕмсĕрлĕхе çитейменнине ăнланса, Цинь Шихуан хăйĕн çĕр-шывне сайра тухса çӳренĕ, хăйĕн питĕ пысăк керменĕнче тĕнчерен уйрăлса пурăннă. Çĕр çинчи çынсемпе калаçмасăр пурăнса, император хăйне турă пек курасса шаннă. Пĕрремĕш императорăн тоталитарлă тытăмлăхĕпе килĕшменнисем кашни çулах ӳссе пынă. Виçĕ кавара пĕлсе уçса, император хăйĕн çывăх çыннисене шанма пăрахнă. Вăл 210 е 209 çулта хăйĕн çĕрĕсене пăхса çӳренĕ чух вилет. Малтанхи ертӳ ăрусене хисеплекенсем тӳрех император кăнарне пайлама пикеннĕ те 206 çулта унăн пур тăван-пĕтенне вĕлерсе пĕтернĕ.

Тупăкĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Терракота çарĕ
Цинь Шихуанди тупăкĕн бронза колесници.

Цинь Шихуанди мăнаçне çĕре пытару комплексĕ пуринчен те витĕмлĕрех кăтартать, ăна император пурнăннă чухнех туса лартнă. Тупăк çуртне империе никĕслесенех хальхи Сиань патĕнчен инçе мар тума тытăннă.

Сым Цянь пĕлтернипе, мавзолее хăпартма 700 пин ĕç çыннипе ăстаçă хутшăннă. Тулаш хӳтлĕхĕн тăсăлăвĕ (периметăрĕ) 6 çм çитнĕ.

Пĕрремĕш императорăн виле пытару курганне археологсем 1974 çулта кăна палăртнă. Ăна тĕпчес ĕç халĕ те пырать, император вилтăприне уçасси малашне. Курганăн тури пайĕнче пирамида евĕр пӳлĕм пур, пĕр версипе, вилнĕ çын чунĕ çакăнтан тӳпене хăпрамалла пулнă.[1]

Леш тĕнчере императорпа пĕрле çӳреме çав тери нумай йышлă терракота çарне йăваласа тунă. Эткерсен пичĕсене пайăрланă, кĕлеткисене ялкăш сăрланă. Хăйĕн малтанхисенчен уйрăмлăрах — сăмахран, Шан (пирĕн эрăччен 1300-1027 çç. тĕлнелле) патшалăхĕн тăрăмĕсенчен— император халăха чылай шутлă çынна чӳклессинчен хăтарнă.

Цинь Шихуан вилтӑпри комплексĕ китай объекчĕсенчен пĕрремĕшне ЮНЕСКО Тĕнче этеплĕх кăнарĕн реестрне кĕртнĕ.

Астăвăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тупăкне вырнаçтарнă курган патĕнчи Цинь Шихуан палăкĕ.

Цинь Шихуан ӳнер ĕçĕсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Сыма Цянь. Исторические записки. Перевод Р. В. Вяткина. Том 2 (гл. 6 "Основные записи [о деяниях] Цинь Ши-хуана»), а также т. 7 (гл. 85 "Жизнеописание Люй Бувэя") и т. 8 (гл.86 "Жизнеописания мстителей: жизнеописание Цзин Кэ")
  • Переломов, Л. С. (Леонард Сергеевич). Империя Цинь — первое централизованное государство в Китае (221—202 гг. до н. э.) // Академия наук СССР. Институт народов Азии. — М.: Изд-во восточ. лит., 1962.
  • Ульянов, М.Ю. Цинь Шихуан и его армия — Восточная коллекция, 2007, с. 20-38.