Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ
Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | ял тăрăхĕ | ||
Кĕрет | Элĕк районĕ | ||
Администраци центрĕ | Чăваш Сурăм | ||
Официаллă чĕлхесем | чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2010) | 1758 | ||
Наци йышĕ | чăвашсем | ||
Конфесси йышĕ | христиансем | ||
Сайчĕ | |||
Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн администрациллĕ пайĕ.
Тăрăх тытăмĕ, халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял тăрăхĕнче 1758 çын (2006) пурăнать. Администрацийĕ Чăваш Сурăм чиркӳллĕ ялĕнче вырнаçнă. Район тĕпне çитме 12 çухрăм.
Чăваш Сурăм ял тăрăхне Чăваш Сурăм чиркӳллĕ ял, Антоновка выççăлки, Мăн Шĕвĕш, Тури Юлăш, Тури Хурасан,Какаç, Мартынкасси, Анатри Юлăш, Анатри Хурасан, Анатри Шĕвĕш, Шапкин, Шор Шетмĕ, Шор-Пайраш, Шуркасси, Энехмет, Янăш) ялсем кĕреççĕ.
Çутçанталăк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.
Ял тăрăхĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлле сивĕ, çилсем вĕреççĕ, çуллв ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C[3].
Çыхăну, МИХ, ТВ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çыхăну: ОАО «Волгателеком», Би Лайн, МТС, Мегафон. ADSL тетел технологийĕсем саралнă.
- Хаçатсем-журналсем: Элĕк район хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе" - "По жизненному пути"[1] 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Чăвашла пичетленсе тухать.
- Телевидени: Халăх эфирлă тата спутниклă телевиденипе усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă телевидени РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Чăваш Сурăм чиркӳ ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Мăн Шĕвĕш • Тури Юлăш • Тури Хурасан • Какаç • Мартынкасси • Анатри Юлăш • Анатри Хурасан • Анатри Шĕвĕш • Шапкин • Шор Шетмĕ • Шор-Пайраш • Шуркасси • Энехмет • Янăш |
Элĕк районĕн ял тăрăхĕсем |
||
---|---|---|
Ехремкасси • Йăлкăш • Крымсарайкă • Мăн Вылă • Питĕшкасси • Тавăт • Тени • Ураскилт • Чăваш Сурăм • Шĕмшеш • Элĕк • Юнтапа |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |