Чăваш чĕлхи паян (статья)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Чăваш чĕлхи паян — «СТРАТЕГИЯ РОССИИ» журналта ( № 1 (193) • январь • 2020) пичетленсе тухнă вырăсла статья. Авторĕ — Чăваш патшалăх гуманитари ăславĕсен институчĕн филологи енĕн чĕлхе пĕлĕвĕн секцийĕн аслă ăслав ĕçлевçи Александр Кузнецов.

Статьяпа Интернетра ПДФ форматпа паллашма пулать.

Хурнал пирки кĕскен. 2004-мĕш çулта никĕсленнĕ. Тĕп редакторĕ — В. А. Никонов. Редакци канашĕнче — В. Л. Богданов, Р. С. Гринберг, В. И. Данилов-Данильян, А. Д. Жуков, К. И. Косачев, В. Б. Кувалдин, А. Д. Некипелов, В. А. Никонов, Ю. С. Пивоваров, В. Н. Плигин, А. К. Пушков, В. А. Тишков, А. В. Торкунов, В. Т. Третьяков, Л. А. Опенкин.

Пăхса тухакан статьяра усă курнă литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем (линксем) пуррине кура, çырава ăслав статйи тесе палăртма пулать. Анчах та Интернетри электронла вариантра çав çăлкуçсен йышĕпе паллашма май çук.

Чăваш чĕлхипе калаçакансен йышне палăртма тăрăшни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей Федерацийĕнче чăваш чĕлхинче калаçакансем миçе иккенне кăтартас шутпа А. В. Кузнецов автор çырсатухусем пĕлтернисене илсе парать. Тĕпрен илсен, вĕсене тиркевлĕ куçпа пăхмасăр. Пĕр тĕлте çеç çырса тухакансене çынсем хăйсен нацилĕхне пĕлтермессе те пултарнине асăнать. Çав вăхăтрах ытти факторсене (хуравлакансем нацилĕхе пытарма тăрăшнине, тепĕр чухне çырсатухуçăсем те питех тимлеменине, куçкĕрет суйнисене т.ыт.те) асăнмасăр хăварать. Асăнманнин салтавĕ, сăмахран, пĕлменнипе, тишкерменнипе, тĕпчеменнипе çыхăнма пултарнă. Пĕлмен япала пирки çырма та май çук.

Чăваш чĕлхи — миноритарлă чĕлхе[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А. В. Кузнецов шучĕпе — чăваш чĕлхиминоритарлă чĕлхе. Чăваш чĕлхи вăйсăррине, вăл паян-ыран пĕтме пултарассине иртнĕ ĕмĕрсенчех палăртнă-мĕн. Халь те, тĕрĕссипе, çав хăрушлăхрах тăрать. Автор ЮНЕСКО палăртнине те аса илет, чăваш малсăлтавĕсенче икчĕлхелĕх феноменĕ чăннипе мĕн патне илсе пынине те пĕлтерет.

Ют чĕлхесенчен йышăннă сăмахсем пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ахăртнех, пăхса тухакан статьяра чăваш чĕлхине хальхи вăхăтра кĕрекен сăмахсем пирки калани те пит кăсăклă. Таисия Ташней калани ("Каçăсем" секцие пăхăр):

« «Стратегия России» журналта чӑваш чӗлхи пирки анлӑ статья пичетленнӗ. «Единство во имя России» (чӑв. Раҫҫей ячӗпе пӗрлешни) фонд кӑларса тӑракан журналти статья авторӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов.

«Чувашский язык сегодня» материалта Александр Кузнецов ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхи хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар вӑхӑт тӳссе ирттеререт. Ку вӑл, Раççейӗн нумай регионӗнче вырнаҫнӑ вырӑс мар мӗнпур халӑхах пырса тивет пулӗ».

Компьютер саманинче чӑвашла терминсемпе сахал усӑ курнине те палӑртнӑ. «Компьютера включать ту», «Домашни страницӑна уҫ», «Последни документы ҫине пус», «Личнӑй даннӑйне удалить ту» тата ытти ҫавӑн йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнине те асӑнса хӑварнӑ.

Чӑваш чӗлхине сарас тӗлӗшпе вӗренӳ тата ӳнер сумлӑ витӗм кӳме пултарнине палӑртнӑ.

»

Статьяра пăхса тухман ыйтусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хальхи вăхăтри орфографи, пунктуаци, çырулăх проблемисем, саманчĕсем.
  • Тăван чĕлхепе калаçассине, усă курассине популяризацилемелле теççĕ пулин те, чăннипе антипропаганда малта пырать.
  • Интернетра тăван чĕлхепе сайтсем çукпа пĕреххи тата унашкал япаласене, пулас пулсан та, тĕрĕс тытса пырса халăхра анлăн сарассин ыйтавĕ пурри.
  • И. И. Бойко чĕлхене сарма администрацилле майсемпе çуккине калани ("путь в никуда") тĕнче опытне хирĕçлет[1][2][3][4], анчах унăн çак самахĕсене А.В. Кузнецов ним каламасăрах тенĕ пек ирттерсе ярать.

Статьяри уйрăм йĕркесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

« Культурно-языковая политика в Российской империи и позднее в советский период (за исключением краткого периода языкового строительства 1920-х годов) не способствовала полноценному развитию чувашского языка как языка образования, СМИ, литературы, культуры, науки, официально-делового. Функции государственного чувашский язык выполнял номинально, его общественные функции развивались недостаточно [Хузангай, Двуязычие…]. »
« Взаимовлияние языков вызывает конкуренцию, в которой национальные языки оказываются в невыгодном положении. Распространение русского языка не свободно от предубеждений, так как он воспринимается как альтернатива родному. Необходимость языка межнационального общения и статус русского как языка межнационального общения никем не оспаривается

и не подлежит обсуждению. Людей беспокоят гарантии для сохранения и развития национальных языков [Егоров, 1991].

»
« На территории Чувашии чувашский язык не имеет статуса государственного и не реализует в полной мере свои функции [Хузангай, Двуязычие…]. Исследователь отмечает, что в целом языковая ситуация на территории распространения чувашского языка является несбалансированной с доминирующим русским языком в общественной (официальной) сфере и социально значимых сферах общения (образование, торговля, общественный транспорт, здравоохранение и т. д.), с сохранением чувашского языка в семейно-бытовой (неофициальной) сфере и отчасти в этнокультурной (духовной) сфере. Внутренние оценки чувашского языка носителями других языков и исконными носителями в плане его коммуникативной пригодности, социальной престижности, культурной значимости, жизненности не являются высокими [Хузангай, 2011]. »
« [..] есть улица, магазин, базар, ресторан, общественный транспорт — в каждодневном быту возникает много речевых ситуаций, когда неплохо было бы и даже выгодно употребить чувашский язык хотя бы с тем, чтобы расположить к себе собеседника. Многоязычие Европы реализуется в практике экономических, торговых и культурных отношений. Надеемся, что и Россия когда-нибудь станет многоязычной, мультикультурной и цивилизованной страной. Ей по статусу положено, исходя из принципа федерализма, который прописан и в Конституции [Хузангай, 2010]. »

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Вахтин Н.Б., Головко Е.В. Социолингвистика и социология языка: Учебное пособие. - СПб.: Изд-во Европейского ун-та в Санкт-*Петербурге; Гуманитарная Академия, 2004 - 336 с.
  • Мечковская Н.Б. Социальная лингвистика. - М. 1996.
  • Панов М.В. Принципы социологического изучения русского языка. - Русский язык и советское общество, кн. 1. - М., 1968.
  • Аврорин В.А. Проблемы изучения функциональной стороны языка (к вопросу о предмете социолингвистики). Л., 1975.
  • Звегинцев В.А. О предмете и методе социолингвистики. - Известия АН СССР. Серия литературы и языка, вып. 4. - М., 1976.
  • Никольский Л.Б. Синхронная социолингвистика. - М., 1976.
  • Швейцер А.Д. Современная социолингвистика. Теория. Проблемы. Методы. - М., 1976.
  • Крысин Л.П. Язык в современном обществе. - М., 1977.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Евгений Хвостик, Евгений Козичев. Как защищают языки в России и США — "Коммерсантъ" от 25.04.2019, 14:59
  2. ^ Как в Европе защищают государственный язык и языки нацменьшинств — НОВОСТИ МИРА 12:49 04.03.2019
  3. ^ Краус 1976 – Краус И. К пониманию социолингвистики в Чехословакии // Социально-лингвистические исследования. М., 1976.
  4. ^ Беликов В.И., Крысин Л.П. Социолингвистика. - М., 2001. 439 с. // С.260.