1855 çулта Аникинсен çемйи Тартас юхан шывĕ хĕрринче чарăнса çĕр ĕçĕпе аппаланма пуçланă. Ашшĕн ятне тĕпе хурса Михайловка тенĕ çак тăрăха. Çав çемье пĕчĕк пÿрт лартнă, хĕл каçма апат-çимĕç хатĕрленĕ. Вырăнти халăхпа — остяксемпе — туслашни шартлама сивве чăтса ирттерме пулăшнă çĕнĕ çĕре куçса килнисене.

Ывăлĕсем çитĕннĕ. Вĕсенчен пĕри 1866 çулта уйрăлса тухма шухăш тытнă. Шăпах вăл — Чăваш ятлă яла пуçарса яраканĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çакăнта ирĕклĕ пурнăçа кăмăллакансем килсе тĕпленнĕ. Ун чухне çав тăрăх ятне никам та пĕлмен. «Чăвашсем пурăнакан çĕре каятпăр», — ăнлантарнă ыттисене. Çавăнпах Чăваш ят сыхланса юлнă. Кайран ытти ял — Прибелинка, Кирилловка, Лосинка, Алешинка, Витинск, Канаш, Ивановка... — йĕркеленнĕ. Чăвашсем сунара çÿренĕ, выльăх усранă, йывăçпа ĕçленĕ. 1895 çулта ял тĕппипех çунса кайнă. 1898 çулта çĕнĕрен хăпартнă çуртсен чӳречинчен çутă курăнма пуçланă.
[1]
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче «Çăл куç» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнине палăртса хăвармалла. Унăн ерӳтçи Татьяна Слепченко.