Чĕмпĕр облаçĕн Карсун районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Карсун районĕ — Чĕмпĕр облаçĕ н çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă, административлă тĕпĕ — Карсун хула евĕрлĕ паçулкă.

Район лаптăкĕ — 1768,6 çм², Чĕмпĕр облаçĕн 4,8 % пулать.

Район тытăмĕ, халăх йышĕ[тӳрлет]

Район шутне 43 ялпа 2 паçулкă кĕрет. Администраци центрĕ Чĕмпĕртен 95 çм, Барыш шывĕн сулахай çыранĕнче, Карсунки юханшывĕн вăрри çумĕнче вырнаçнă.

Районта 31,1 пин çын пурăнать, хулара — 44,5 %. Вырăссем —85 % ытла, тутарсем — 10 %, чăвашсем — 2 %, мордвасем — 1 %.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Карсун карманне 1647 çулта Карсун касă йĕрĕнче туса лартнă.

Промăçлăх[тӳрлет]

Карсунре Ӳнер каракуль фабрики, чăлха фабрики, сĕт-çу савучĕ, çăкăр савучĕ ĕçлет.

Паллă вырăнсем[тӳрлет]

Карсун районĕнчи Языково ялĕнче Языков ăрачĕн кил йăви вырнаçнă, кунта XIX ĕмĕрте «поэзи прибежищи» шутланнă. Прислониха  ялĕ— чаплă ӳкерçĕн, А. А. Пластов (1893—1972) академикăн тăван ялĕ.

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]