Контент патне куҫ

Сенгилей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

СенгилейРаççей хули, Чĕмпĕр облаçри Сенгилей районĕн администраци центрĕ.

Çĕнĕ Кил Вăтам Атăлçинче, Атăлçум çӳллĕшĕнче, Атăлăн сылтăм енче (Куйбышев шыв усравĕн çыранĕнче) ларать. Çывăх чукун çул чарăнăвĕ — Хĕрлĕ Гуляй (45 çм çурçĕр-анăçалла). Хуларан 72 çм çурçĕрелле — облаçĕн тĕпĕ Чĕмпĕр.

Хулана 1666 çулта чĕмпĕр вăйпучĕ кнеç И. И. Дашков хӳтлĕх туса никĕсленĕ, каярахпа йĕри-тавра слободасем ӳссе пынă. XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче виçĕ слободана (Станичная, Бутырская, Выборная) Покров салине пĕрлештернĕ. 1780 çулта Покров салине Çĕнĕ Кил ята куçарнă.