Радищево районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Радищево районĕ
Радищевский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чĕмпĕр Ен
Тытăмĕ 6 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Радищево хеп
Йĕркеленĕ вăхăт 1935
Район администрацин пуçлăхĕ Белотелов Александр Викторович
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх (2010) 14 284
Наци йышĕ вырăссем — 78,5 %, тутарсем — 10,6 %, мордвасем — 3,6 %, чăвашсем — 1,2 %)[2]
Лаптăк 1637 çм²
Радищево районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ Шаблон:MSK+1
Сайчĕ
Координатсем: 52°51′00″ с. ш. 47°53′00″ в. д. / 52.85000° с. ш. 47.88333° в. д. / 52.85000; 47.88333 (G) (O)

Ради́щево райо́нĕ Чĕмпĕр облаçĕн районĕ. Облаçĕн кăнтăр енче Район центрĕ — Радищево хеп. Районăн кăнтăр-тухăçĕнче — Сарăту шыв усравĕ.

Район çĕрĕн лаптăкĕ 1637 км² шутланать.

Район пуçлăхĕ — Белотелов Александр Викторович.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Радищево районне 1935 çулта йĕркеленĕ, Радищево чиркӳ ялĕ район центрĕ. Район йышне 44 колхоз, тырă-пулă совхозĕ «Сызранский» тата икĕ МТС. Район промăçлăхĕ шутĕнче: 8 арман, 2 сырзавочĕ, 4 сĕт-çу завочĕ, пахча-çимĕç типĕтӳ завочĕ, эрех тăвасси.[3]

Халăх йышĕ, район тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 17 пин çын пурăнать, вĕсенчен: вырăссем — 79,4 %, тутарсем — 8,7 %, мордвасем — 5,5 %, чăвашсем — 1,4 %.

Радищево районĕнче 30 пурăнан вырăн, вĕсенчен 1 хула (Радищево) тата 4 ял тăрăхĕ (Дмитриево, Калиновское, Октябрьское, Ореховское).

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял хуçалăхĕнче тырă-пулă (çурхи тулă, кĕрхи ырашпа тулă), шултра выльăх-чĕрлĕхе, сысна, сурăх ĕрчетеççĕ.

Районта 10 ял хуçалăх кооперативĕпе 1 агрофирма, 4 промăçлă тата 5&nbspĕç тăвакан тата пулăшакан предприяти.

Нефть тупăçлаççĕ, çирĕп тăм çĕр управĕсем пур.

Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

23 клуб, 18 вулавăш, 2 ӳнер шкулĕ тата районăн тăван ен музейĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 ОКТМО Проверено 13 марта 2015.
  2. ^ Итоги::Ульяновскстат. çăлкуçран архивланă 14 Ака уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 6 Ака уйӑхӗн 2013.
  3. ^ ИСТОРИЯ ЗАСЕЛЕНИЯ РАДИЩЕВСКОГО КРАЯ

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]



Радищево районĕн ялĕсем
Административлă тĕпĕ: Радищево чиркӳ ялĕ

Ялсем: Тури Маçа | [[]]