Кивĕ Майна районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Кивĕ Майна районĕ
Старомайнский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чĕмпĕр Ен
Тытăмĕ 6 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Кивĕ Майна хеп
Йĕркеленĕ вăхăт [[]]
Район администрацин пуçлăхĕ Половинкин Василий Геннадьевич
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх 18 132 (2010)[2]
Наци йышĕ вырăссем шучĕ 77 %. тутарсем — 9 %, чăвашсем — 8 %, мордвасем — 3 %.
Лаптăк 2044,1 çм²
Кивĕ Майна районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Сайчĕ
Координатсем: 54°27′00″ с. ш. 48°52′00″ в. д. / 54.45000° с. ш. 48.86667° в. д. / 54.45000; 48.86667 (G) (O)

Кивĕ Майна районĕЧĕмпĕр облаçĕн Атăл леш енчи çурçĕр-тухăç çĕрĕнче вырнаçнă. Аминистраци центрĕ — Кивĕ Майна.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Территори çурçĕртен кăнтăралла 59 çм, анăçран тухăçалла — 47 çм. Территори лаптăкĕ — 2044,1 пин. çм² е облаçĕн территорин 5,5 %.

Район территорине хумлă тӳрем витет, ăна Майнăн айлăмĕ икке — çурçĕррине тата кăнтăррине — пайлать. Çĕр пичĕн таткаланчăкĕ ытларах кăнтăр енче (Майна — Утка шывсем юхакан çĕрсенче), унта çӳллĕ хумлă, хăш çĕрте сăртлă айлăм пулса тăрать, çырма-çатра эрешĕллĕ. Районăн шыв тĕп артерисем — Урень тата Хĕрле шыв. Кивĕ Майна кӳлмекĕнче Чĕмпĕр облаçĕн халăх кăмăлланă кану вырăнăвĕ (пионер лагерĕсем, турбазисем, кану çурчĕсем). Кивĕ Майна çумĕнчи Куйбышев шыв управĕнче Головкин утравĕсем тупăнаççĕ. Кивĕ Майна районĕн сунар ĕшлĕхĕсем çав тери илĕртӳллĕ.

Тăпралăхĕпе Кивĕ Майна район тухăç тăпраллă пулать. Хура тăпраллă çĕр лаптăкĕ районăн 61,9 % хуплать. Район территоринче торф çĕр управĕсем чылай.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ 19,9 пин çын (2005). Районта вырăссен шучĕ 77 % ытла. Тутарсем — 9 % ытла, чăвашсем — 8 %, мордвасем — 3 %.

Кивĕ Майна район шутне 13 ял тата 1 поселок администрацийĕ кĕрет (пĕтĕмпе 38 ялпа хула евĕр 1 посёлок).

Хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район ялхуçалăхпа промăçлăх ĕç-хĕл никĕсĕпе хăтлă пурăнать. Çĕр пурри енĕпе, ял хуçалăх ĕçлĕхĕпе (тырпул пухса илни, аш-какай, сĕт-çу тупăçлани) район Чĕмпĕр облаçĕнче вăтамми шутланать. Районăн промăçлă тупăшĕ облаçĕн 0,1 % шутне кĕрет. Çапла ĕнтĕ, район аграрлă-промăçлă шутланать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Кивĕ Майна районĕ

  1. ^ 1 тата 2 ОКТМО Проверено 13 марта 2015.
  2. ^ Итоги::Ульяновскстат. çăлкуçран архивланă 14 Ака уйăхĕн 2013. Тĕрĕсленĕ 5 Ака уйăхĕн 2013.