Чекушкина Лолита Васильевна
Лолита Чекушкина | |
Çуралнă вăхăт | 1965, авăн, 24 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Шупашкар, Чăваш АССР |
Патшалăх |
ССРП Раççей Федерацийĕ |
Профессисем | СССР, Раççей, Чăваш Ен композиторĕ, педагогĕ |
Жанрсем | классика |
Лолита Васильевна Чекушкина (1965 çул, авăн, 24, Шупашкар, Чăваш АССР çур.) – чăваш композиторĕ, педагогĕ, РФ Композиторсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1996). [1]
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (2011), Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (литературăпа ӳнер, 2012), Республикăри театр ӳнерĕн «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн лауреачĕ (2001, 2008, 2009, 2010, 2013).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар хулинче çуралса çитĕннĕ. Хулари мусăк училищинче (А.Г. Васильев класĕ, 1984) пĕлӳ пухнă, Чулхулари патшалăх консерваторинче (Б.С. Гецелев профессор класĕ, 1989) ăсталăхне ӳстернĕ.
1989–2000 çулсенче Лолита Чекушкина Шупашкарти Вырăс драма театрĕн мусăк пайне ертсе пынă, çав чухнех 1993–97 çулсенче Г. С. Лебедев ячĕллĕ интернат-лицейĕнче композици вĕрентӳçи пулса тăрăшнă. 1993 çултанпа вăл Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча ӳнер шкулĕнче мусăк теорин дисциплинисен вĕрентӳçи.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лолита Васильевна симфони оркестрĕ валли «Телĕксем» поэма-каприччио (1989), камера оркестрĕ валли «Георгий Степанова асăнмалăх постскриптум» поэма-каприччио (1999), КАмера оркестрĕпе хĕрарăм сасси валли фантази-концерт (1994), ачасем валли темиçе фортепиано пьесине, 30 яхăн солопа хор юррисене, спектакльсем валли мусăк хайланă.
Унăн «Зора» балетне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1998 çулта кăтартнă. Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ валли вокалпа хореографи композицисене, вĕсен хушшинче «Сурхури», çырнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чекушкина Лолита Васильевна Культура министерствин сайтĕнче
- Исследовательская работа «Творчество Чекушкиной Лолиты Васильевны- молодого современного чувашского композитора»(ĕçлемен каçă)
Ку композитор пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- Шупашкарта çуралнисем
- Чăваш Енре çуралнисем
- Википеди:Мусăкçă пирки портретсăр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Композиторсем пирки вĕçлемен статьясем
- Композиторсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн композиторĕсем
- Раççей композиторĕсем
- ССРП композиторĕсем
- Мусăк педагогĕсем
- 1965 çулта çуралнисем
- Авăнăн 24-мĕшĕнче çуралнисем
- Халĕ пурăнакансем