Чичканов Пётр Николаевич
Пётр Чичканов | |
Çуралнă вăхăт: | 1922, утă, 7 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Яманкасси ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш Автономи Облаçĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 2008, кăрлач |
Вилнĕ вырăн: | Украина Киев |
Гражданлăх: | ССРП Украина |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă, тăлмач, ӳкерçĕ |
Чичканов Петр Николаевич (1922 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Яманкасси ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АО — 2008 çулхи кăрлачăн ?-мĕшĕ, Киев, Украина), — чăваш çыравçи, тăлмачĕ, ӳкерçĕ[1][2].
Пётр Чичканов — Украина ССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1982), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1969), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, СССР ÇП пайташĕ (1969).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1922 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче çуралнă.
Шупашкарти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Канаш районĕн «Социализмшăн» хаçатĕнче литература ĕçтешĕ, кайран Шупашкарти типографире ӳкерçĕ-ретушер пулса тăрăшнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапранса техника-артиллери училищинче çар пĕлĕвне илсе на Орёл-Курск пĕки тата Беларуç çĕрĕçинчи çапăçусене хутшăннă. Йывăр аманнă хыççăн 1945 çулăн пуçламăшĕнче комановани ăна 1-мĕш гварди танк çарне «Сталинская гвардия» хаçата янă. 1950 çулчен Киев вăрçă тăрăхĕн нумай тиражлă хаçатĕнче ĕçленĕ.
Демобилизациленсен Киеври «Украина» хаçатĕнче редколлеги пайташĕ тата тĕп ӳкерçĕ пулса тăрăшнă.
1987-1988 çç. – «Ялав» журналăн ӳнер редакторĕ.
Вăрçăран таврăнсан çар хаçатĕнче ĕçленĕ.
2008 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Киевре вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурнăç тăршшĕпех Пётр Николаевич Çеçпĕл Мишшин кун-çулĕпе пултарулăхне тĕпченĕ.
Паллă кĕнекесем:
- «Кăвар чĕре» (1965),
- «Çĕнĕ кун ачи» (1989) (çул - ?),
- «Сенкер Десна» (1992)
- «Тарас» (вырăсла, 1964),
- «Маленький камерире» (вырăсла, 1983),
- «Священная земля Украины» (вырăсла, 1984).
Украин сăвăçисен сăввисене чăвашла куçарать.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Давыдов-Анатри, В. Украинăри тусăма : чăваш çыннине Петĕр Чичканов художнике, писателе / В. Давыдов-Анатри // Ялав. – 1999. – № 10. – С. 85.
- Еливанова, Г. Г. Писатель, журналист, художник / Г. Еливанова // Канаш ен (Канаш р-нĕ). – 2007. – 15 çурла. – С. 2.
- Кротова, Т. Петр Чичканова асăнса / Т. Кротова // Хыпар. – 2011. – 15 кăрлач. – С. 9.
- Hалимова, С. Писатель, художник, журналист : (П. H. Чичканов 80 çул тултарнă май) / С. Налимова // Канаш (Ульяновски обл.). – 2002. – 5 авăн (№ 36). – С. 4.
- Оленкина, И. В. Чăваш элчи / И. В. Оленкина // Чувашский национальный музей : 2002. – Чебоксары, 2003. – Вып. 3. – С. 97-98.
- Петр Николаевич Чичканов : [некролог] // Хыпар. – 2008. – 15 кăрлач. – С. 4.
- Прокопьева, Р. Хĕвел пек çутă сăн / Р. Прокопьева // Хыпар. – 2007. – 28 утă. – С. 13.
- Прокопьев, В. Чăваш элчи // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 328-334.
- Сементер, Ю. Пирĕн элчĕ / Ю. Сементер // Хыпар. – 1997. – 8 утă.
- Сидоров, П. Украинран пуçласа Байкал кӳлли таран / П. Сидоров // Хыпар. – 2000. – 5 авăн. – (Чăваш тĕнчи ; № 7).
- Смирнова, Н. Петр Чичканова асӑнса / Н. Смирнова // Хыпар. – 2010. – 15 кӑрлач. – С. 1.
- Хусанкай, А. Кейӳри хамăр çын / А. Хусанкай // Хыпар. – 2007. – 28 утă. – С. 13.
- Чичканов, П. Н. Туслăх кĕперĕ хывакан пысăк ăста / П. Н. Чичканов ; В. Григорьев калаçнă // Тантăш. – 2002. – 29 çурла (№ 35). – С. 5.
- Чичканов, П. Петр Чичканов: «Çеçпĕл ашшĕн сăнне ӳкересшĕн...» / П. Н. Чичканов ; О. Сюзюкина калаçнă // Хыпар. – 2002. – 30 çурла.
- Алексеев, В. Н. Чичканов Петр Николаевич / В. Н. Алексеев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 503.
- Алексеев, В. Н. Чичканов Петр Николаевич / В. Н. Алексеев, В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. – Чебоксары, 2014. – Кн. 1. – С. 562-563.
- Афанасьев, П. Чичканов Петр Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 489-490
- Семендер, Ю. С. Наш «посол» на Украине / Ю. С. Семендер ; фото В. Романова // Совет. Чувашия. – 2002. – 3 июля.
- Тимуков, А. Н. Чичканов Петр Николаевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 463.
- Чичканов, П. Н. Алатырь, дом на Троицкой... : [воспоминания о своей учебе в Алатыр. худож.-гравер. уч-ще] / П. Н. Чичканов ; коммент. Н. Головченко // Лик. – 2010. – № 3. – С. 78-124. – (Воспоминания).
- Чичканов Петр Николаевич // Журналисты Чувашии. – Чебоксары, 2006. – С. 96-98.
- Чичканов Петр Николаевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 508.
- Ялгир, П. Чичканов Петр Николаевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 136.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тăван Çĕршыв вăрçин 1 степеньлĕ орденне,
- 2 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,
- Украина ССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1982),
- Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1969),
- Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Художник, писатель, журналист(ĕçлемен каçă) Канаш ен хаçатра пичетленсе тухнă 85 çул тултарнă пирки Пётр Чичканов çинчен статья, чăвашла, 2007 çурла 15;
- Чичканов çинчен калаçу 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Питĕр Чăвашĕсем хаçатри статья, чăвашла, 2008 кăрлач;
- Пётр Николаевич Чичканов чĕри тапма чарăннă Chuvash.Org сайтĕнчи хыпар, 2008-01-16