Шăмăршă хыпарĕ (хаçат)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шăмăршă хыпарĕ (хаçат)
Тĕс Эрнере икĕ хут, çырăнмалла
Формат А3
Редактор И. М.Саландаев
Никĕсленĕ çурла, 3 1932
Чĕлхе(сем) чăвашла

Тираж 2000 яхăн экз.
Веб-сайт shemursha-vesti.ru

Шăмăршă хыпарĕ (выр. Шемуршинские вести) — Чăваш Республикин Шăмăршă районĕн хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 1932 çулта тухнă. Ун чухне вăл «Колхозник сасси» ятпа пичĕтленнĕ. Унтан «Сталин ялавĕ» тата «Коммунизм çулĕ» ячĕпе тухнă.

Хаçат историйĕнче пурĕ 7 тĕп редактор пулнă. Халĕ хаçата ăста журналист И. М.Саландаев ертсе пырать.

Хăй вăхăтĕнче çак хаçат страницисем çинче Чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ, сăвăçă В. Бараев, çыравçă-тăлмач Зоя Романова , драматург Н. Угарин, вырăс драма театрĕн директорĕ В. Лукьянов, режиссер-артист Н. В. Корчаков , Чăваш Республики призиденчĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлекĕн В. Максимов хăйсен хайлавĕсене пичетленĕ, район çыннисене хавхалантарса пынă. Хальхи вăхăтра Иван Саландаев, Владимирпа Александр Михайловсем, Иван Медведев журналистсем хăйсен ăсталахĕпе хаçата пуян содержаниллĕ кăларассишĕн вăй хураççĕ.

Паянхи кун «Шăмăршă хыпарĕ» 2000 тиражпа тухса тăрать.

Кĕперсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]