Шăмăршă хыпарĕ (хаçат)
Шăмăршă хыпарĕ (хаçат) | |
Тĕс | Эрнере икĕ хут, çырăнмалла |
---|---|
Формат | А3 |
Редактор | И. М.Саландаев |
Никĕсленĕ | çурла, 3 1932 |
Чĕлхе(сем) | чăвашла |
Тираж | 2000 яхăн экз. |
Веб-сайт | shemursha-vesti.ru |
Шăмăршă хыпарĕ (выр. Шемуршинские вести) — Чăваш Республикин Шăмăршă районĕн хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 1932 çулта тухнă. Ун чухне вăл «Колхозник сасси» ятпа пичĕтленнĕ. Унтан «Сталин ялавĕ» тата «Коммунизм çулĕ» ячĕпе тухнă.
Хаçат историйĕнче пурĕ 7 тĕп редактор пулнă. Халĕ хаçата ăста журналист И. М.Саландаев ертсе пырать.
Хăй вăхăтĕнче çак хаçат страницисем çинче Чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ, сăвăçă В. Бараев, çыравçă-тăлмач Зоя Романова , драматург Н. Угарин, вырăс драма театрĕн директорĕ В. Лукьянов, режиссер-артист Н. В. Корчаков , Чăваш Республики призиденчĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлекĕн В. Максимов хăйсен хайлавĕсене пичетленĕ, район çыннисене хавхалантарса пынă. Хальхи вăхăтра Иван Саландаев, Владимирпа Александр Михайловсем, Иван Медведев журналистсем хăйсен ăсталахĕпе хаçата пуян содержаниллĕ кăларассишĕн вăй хураççĕ.
Паянхи кун «Шăмăршă хыпарĕ» 2000 тиражпа тухса тăрать.
Кĕперсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет][пытармалла] Чăвашла хаçат-журнал |
|
---|---|
Чăваш Ен, Шупашкар: Капкăн | Кил-çурт, хушма хуçалăх | Сывлăх | Çамрăксен хаçачĕ | Тантăш | Тăван Атăл | Чăваш тĕнчи | Чăваш хĕрарăмĕ | Хатĕр пул | Хресчен сасси | Хресчен сасси Кил | Хыпар | Ялав Район хаçачĕсем: Авангард | Елчĕк ен | Ĕç ялавĕ | Малалла | Канаш ен | Каçал ен | Пирĕн пурнăç | Пирĕн сăмах | Пурнăç çулĕпе | Самант | Çĕнтерӳ çулĕ | Çĕнтерӳ ялавĕ | Çĕнтерӳшĕн | Çĕрпӳ хыпарçи | Тăван ен | Хĕрлĕ ялав | Ялав | Шăмăршă хыпарĕ | Ял ĕçченĕ | Ял пурнăçĕ Чĕмпĕр облаçĕ: Атăл юрри | Канаш | Чăнлă хыпарĕсем | Тутарстан: Сувар | Ял пурнăçĕ | Туслăх | Пушкăрт Республики: Урал сасси | Аургазă хыпарçи | Самар облаçĕ: Самар ен |
Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |