Шалпар шăлавар


Шалпар шăлавар (укр. Шаровари, арап. سِرْوَال (sirwāl); перс. شلوار (šalvâr); курт. شهواڵ (shawal); урду شلوار (shalwâr); туркк. şalvar; азерб. şalvar; каз. шалбар (şalbar); бенг. সালোয়ার (shalwar)) — пĕçĕ çинче сарлака, пилĕкре пуçтарнă тата ура тунинче пĕрнĕ йĕм[1].
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Историре скифсем тата сарматсем шăлавар тăхăнни паллă. Авалхи эллин ăсчахĕ Дион Хрисостом пирĕн ĕмĕрĕн 1-мĕш ĕмĕрĕ вĕçĕнче çапла çырни пур: "Ун çинче шăлавар пулнă, пĕтĕмпех вăл скиф пек тăхăнса çӳренĕ, çурăмне борисфенит пек кĕске те çăмăл хура плащпа витнĕ; вĕсем пĕр скиф йăхĕ пекех пĕтĕмпех хура тумланма юратаççĕ, пулса. Ольвире пурăнаканнисем вара, варварсем хушшинче пурăннипе, грек чĕлхипе аванах пуплемеççĕ пулин те, çапах та «Илиадăна» пурĕ те тенĕ пекех пăхмасăрах пĕлеççĕ".
Тĕрлисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Раççей империнче çарта çакнашкал шăлаварсем пулнă:
- генералсен — чакчир.
- питĕ çатă тăхăнмалли — рейтуза.
Галерея[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Шăлавар тăхăннă мушкетёрсем.
Туркестанри касăри батальонăн гимнастёрка тата хĕрлĕ шăлавар тăхăннă ефрейторĕ, Вырăс çарĕ.
Шăлавар тăхăннă Джайпурта пурнакан.
Кабул аэропортĕнче шăлавар тăхăннă пассажирсем.
Дмитрий Яворницкий касак шăлаварĕ тăхăннăскер.
(1829) Шăлавар тăхăннă Ричард Роберт Мэдден Сирире.
1913 çулти зуав стилĕн пайĕ шутланакан seroual йĕмне тăхăннă Франци çарĕнчи алжир салтакĕ.
Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Этимологический словарь русского языка М. Фасмера
Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Шаровары // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Этимологический словарь русского языка М. Фасмера
- Л. В. Беловинский Шаровары // Российский историко-бытовой словарь / А. Л. Налепина редакц.. — М.: Студия «ТРИТЭ» — «Российский архив», 1999. — 3 000 экз. — ISBN 5-86566-020-9