Шахиншах

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Crystal Project viewmag.png Çавăн пекех пăхăр: Перси патшисем.

Шахинша́х е шаханша́х («Шаханшах» вариант оригинала çывăхрах, çапах та сайра, ятарлă литературăра кăна, ускураççĕ. Пĕрлехи сăмахсарсенче «шахиншах» çыраççĕ; (ав.-перс. 𐎧𐏁𐎠𐎹𐎰𐎡𐎹 𐏐 𐎧𐏁𐎠𐎹𐎰𐎡𐎹𐎴𐎠𐎶 xšāyaθiya xšāyaθiyānām, пехл. šāhān šāh, перс. شاهنشاه [shāhanshāh] — «патшасен патши») — авалхи перс (миди кăкĕнчен тухнăскер, ăна Ахеменидсем йышăннă), каярах иран монархĕсен титулĕ, Европăра ăна император титулĕ тан пулать. Титула асăнни — Унăн Император Аслăлăхĕ.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Титула пĕрремĕш Иранăн Сасанид тытăмçисем хăйсем çине илнĕ, çапах та унпа Ахеменидсен «xšāyaθiya xšāyaθiyānām» династинче те усӑ курнă, çавăнпа ĕнтĕ Иранра ахеменид патшине II Кир Аслине пĕрремĕш шаханшах тесе асăнаççĕ. Ахеменид тата Сасанид династинсенче кăна мар, "патшасен патши" титула, п. эрч. II ĕмĕртен пуçласа, Пархи тытăмçисем — Аршакид династин элчисем — тивĕçнĕ[1].

Пурĕпе, титулпа, тăхтавсемпе пĕрле, 2500 çул тапхăрта ускурнă. Иранăн юлашки шаханшахĕ Мохаммед Реза Пехлеви пулнă, ăна 1979 çулта ислам революцийĕ вăхăтĕнче астулран антарнă. Унăн ывăлне — Реза Пехлевине — иран монархисчĕсем саккуннăн шаханшах тесе йышăнаççĕ.

Чăваш литературинче шахиншах титула авалхи Персие асăннă чухне яланах «патшасен патши» тесе çыраççĕ, хальхи Иран пирки апла пулмасть.

Çакăн пекех Basileos Basileon грек титулне Ираклий висанти императорĕ Сасанидсене çĕнтерсен хăй сине илнĕ.

Ахеменидсем хыççăн титула йышăннă династисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Династи Патшалăх Тытăмри çулсем
Аршакидсем Аряншахр п. эрч. 170 ĕмĕр — п. э. 226 ĕмĕр
Standard of the Artaxiad dynasty.svg Арташесидсем Standard of the Artaxiad dynasty.svg Мăн Эрмени п. эрч. 88 çул — п. э. 1 çул
Senmurv.svg Сасанидсем Derafsh Kaviani flag of the late Sassanid Empire.svg Эраншахр 226—651
Bagrotouni.svg Багратидсем Bagratuni flag.svg Эрмени[2] 921—1045
Bagrationi dynasty Coat of Arms.png Багратионсем Грузин патшалăхĕFlag of Kingdom of Georgia.svg Грузин патшалăхĕ[3] 1124—1490
Бувайхидсем Ирак тата Иран 932—1062
Хулагуидсем Хулагуидсен патшалăхĕ
Бахарлăсем Кара-Коюнлу
Баяндурсем Ак-Коюнлу
Иран Сефевидсем Сефевидсен патшалăхĕ 1501—1794
Flag of the Mughal Empire (triangular).svg Бабуридсем Flag of the Mughal Empire (triangular).svg Аслă Моголсен империйĕ 1526—1858
Афшаридсем Nader Shah Flag.svg Афшаридсен патшалăхĕ 1736—1795
Зендсем Zand Dynasty flag.svg Иран 1782—1794
Mohammad Shah Qajar Flag.svg Каджарсем State Flag of Iran (1924).svg Аслăран Аслă Иран патшалăхĕ 1796—1925[4]
Standard of the Crown Prince of Iran.svg Пехлеви State flag of Iran 1964-1980.svg Иран шаханшах патшалăхĕ 1925—1979

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Fowler R. ‘Most Fortunate Roots’: Tradition and Legitimacy in Parthian Royal Ideology // Imaginary Kings. Royal Images in the Ancient Near East, Greece and Rome / Ed. by O. Hekster, R. Fowler. Stuttgart, 2005. P. 142
  2. ^ Шахиншах — энциклопедии Британника
  3. ^ Georgia in the XI-XII centuries = საქართველო XI-XII საუკუნეებში / Mariam Lortkipanidze ; Editor: George B.Hewitt
  4. ^ 1943- çулчен хапсăннă

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]