Контент патне куҫ

Швейцари Франкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Швейцари Франкĕ (ISO 4217 валюта кочĕ CHF, е 756) Швейцарипе Лихтенштейнăан валюти татат тӳлемелли хатĕр. Банкнотăсене Швейцарин тĕп банкĕ (Швейцари наци банкĕ) пичетлет, вак укçана Швецари тимĕр укçа çурчĕ кăларать.

Хальхи вăхăтра Швейцари валюти çеç франк ятлă. Швейцарин 4 официаллă чĕлхепе çырăнать: Franken (нимĕçле), franc (французла тата рето-романла), franco (итали чĕлхипе). Пĕр франк 100 рапентан тăрать Rappen (мн.ч. — Rappen) (Rp.) нимĕçле, centime (c.) французла, centesimo (ct.) питальянла тата rap (rp.) рето-романла. Трейдерсен жаргонĕнче швейцари франкне «свисси» (акӑл. swissy) [1] тесе чĕнеççĕ.

Банкнотсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăтра 10, 20, 50, 100, 200 тата 1000 франк номиналлă хут укçа кăлараççĕ. Банкнотсем çинче портретсем ӳкернĕ:

Аверс Реверс Номинал Виçисем Нумайрах тĕс Малти ен
10 франк 126 × 74 мм сарă Ле Корбюзье
20 франк 137 × 74 мм хĕрлĕ Артюр Онеггер
50 франк 148 × 74 мм симĕс Софи Таубер-Арп
100 франк 159 × 74 мм сенкер Альберто Джакометти
200 франк 170 × 74 мм хăмăр Шарль Фердинанд Рамю
1000 франк 181 × 74 мм фиолет Якоб Буркхардт

Тимĕр укçа

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

5, 10 тата 20 рапен (сантим), 1/2, 1, 2 тата 5 франк номиналлă укçасене пичетлеççĕ. 1 рапенлă укçана 2006-мĕш çулта, 2 рапен - 1974-мĕш çулта кăларма пăрахнă. Укçа металлне ылмаштарни:

1939 çул — 20 рапен пăхăр-никĕль ирĕлчĕкĕнчен (1850—1859 — биллон, 1881—1938 — никĕль); 1968 çул — 1/2, 1, 2 тата 5 франк [пăхăр]]-никĕль ирĕлчĕкĕнчен (маларах — кĕмĕл); 1981 — 5 рапен [пăхăр]]-алюмини-никĕль (маларах —пăхăр-никĕль).

Ӳкерчĕк Номинал Диаметр Йывăрăш Гурт Материал
5 рапен 17.15 мм 1.8 г яка пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
10 рапен 19.15 мм 3 г яка пăхăр-никель
750/250
20 рапен 21.05 мм 4 г яка пăхăр-никель
750/250
1/2 франк 18.20 мм 2.2 г каскаланă пăхăр-никĕль
750/250
1 франк 23.20 мм 4.4 г каскаланă пăхăр-никель
750/250
2 франк 27.40 мм 8.8 г каскаланă пăхăр-никĕль
750/250
5 франк 31.45 мм 13.2 г мăкăрăлчăк çырнă
«DOMINUS PROVIDEBIT» тата 13 çăлтăр
пăхăр-никĕль
750/250

Хутран-ситрен, 10, 20 тата 50 франк номиналлă юбилей е астăвăм тимĕр укçа пичетлеççĕ, сăмахран:

Ӳкерчĕк Номинал Диаметр Йывăрăш Гурт Материал Кăларнă çул Çырса пани
10 франк 32.85 мм 15 г каскаланă Биметал укçа,
центр — пăхăр-никĕль 750/250
кăшăл — пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
2005 Юнгфрау ту
10 франк 32.85 мм 15 г каскаланă Биметал укçа,
центр — пăхăр-никĕль 750/250
кăшăл — пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
2009 Швейцари наци паркĕ
20 франк 33 мм 20 г çырнă кĕмĕл-пăхăр 835/165 2007 Мунот карманĕ
50 франк 25 мм 11.2 г çырнă ылтăн-пăхăр 900/100 2004 Маттерхорн ту

Швейцари франкĕ 1850-мĕш çултан çӳреме тыттăннă, вăл швейцари кантонĕсен тĕрлĕ укçисене ылмаштарнă. Ун чухне вăл франци франкĕпе пĕр тан пулнă.

Швейцари Франкĕ - резерв валюти

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Стабиллă пулнипе швейцари франкне резерв валюти вырăнне усă кураççĕ. Çавах ку валютăн резервсенчи шайĕ 0,3 % сахалрах.

Шаблон:Резерв валютисем

Тата пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:Money-stub Шаблон:Switzerland-stub Шаблон:Европа валютисем Шаблон:Франк (валюта)