Шурă пулă
Курӑнакан калӑплав
Шурă пулă - осетр йышне кĕрекен пулă. Шурă пулă ытти шеврĕксемпе танлаштарсан чылай пысăкрах çитĕнет: 15 çулта 4 метр тăршшĕ пулма пултарать, йывăрăшĕ 1 тоннăна çитет. Атăлта ытларах чухне 70-80 килограмм таяканнисене тытаçççĕ.
Шурă пулă пирĕн тăрăхра питĕ сайра тĕл пулать. Темиçе çул каялла ăна Куславкка патĕнче асăрханă. Хусанти наци музейĕнче вара 4 метртан вăрăмрах шурă пулăн кĕлеткине упраççĕ. Çав пулла 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче тытнă пулнă.
Пирĕн тăрăхра шурă пулла пачах та тытма чарнă, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- [1] 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. выр. {{{1}}}
- Шурă пулă çинчен выр. {{{1}}}