Шуршăлти А. Г. Николаев ячĕллĕ космонавтика музейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шуршăлти А. Г. Николаев
ячĕллĕ космонавтика музейĕ

Музей космонавтики
имени А. Г. Николаева в Шоршелах
Музей çурчĕ.
Музей çурчĕ.
Никĕсленĕ 1970
Вырнаçнă РФ, Чăваш Ен ялавĕ

Чăваш Ен, Шуршăл ч.я., 429584, Парк урамĕ, 14 ç.

Директор Тукмаков Александр Николаевич
Официаллă сайт

А. Г. Николаев СССР вĕçевçĕ-космонавчĕн астăвăм комплексĕА. Г. Николаевăн Шуршăл чиркӳ ялĕнче (Чăваш Ен, Шупашкартан 30 çм вырнаçнă) асăнмалăх музейĕ. [1].

Комплексăн кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шуршăлти космонавтика музейне 1972 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче ялти шкул çуртĕнче М. Я. Гаврилов шкул директорĕ тăрашнипе йĕркеленĕ. 1978 çулăн авăн уйăхĕнче шкул музейне Чăваш Республикин тăван ен тĕпчев (халĕ Наци) музейĕн филиалĕ статусне панă.

2001 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче музей çĕнĕрен хăпартнă пысăк çурта куçнă. Уçав церемонине Пётр Климук, Виктор Горбатко, Юрий Батурин, Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров хутшăннă[2]

2006 çулхи юпа уйăхĕнче музей ятне СССР космос вĕçевçи А. Г. Николаев ячĕллĕ мемориал комплексĕ çине улăштарнă.[3].

Дирекци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Музей директорĕ — Александр Николаевич Тукмаков
Тĕп управçă — Зоя Степановна Антонова
Адрес: 14 çурт, Парк урамĕ, Шуршăл чиркӳ ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш Республики, 429584

Экспозици[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мемориал комплексĕ шутĕнче:

  • Космонавтика музейĕ
  • Стела «Ракета»
  • А. Г. Николаевăн бронза бюсчĕ
  • Николаевсен çемьин музей-çурчĕ
  • А. Г. Николаев ячĕллĕ сад-парк, космонавтсен аллейи тата Мемориал комплексне килсе курнă чаплă хăнасем лартнă йывăçсем (1962 çулăн авăн уйăхĕнче лартма пуçланă)
  • Православи часовайĕ, А. Г. Николаев вилтăпри умĕнче (2005 çулта туса лартнă).

Космонавтика музейĕнче 5 зал: «А. Г. Николаевăн ачалăхĕпе яшлăхĕ», «Космос — вĕçĕмсĕр çул», «Андриян ячĕ тăван çĕр-шывра», «Астрономи класĕ», «К. Э. Циолковский ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртни».

6000 экспонат хушшинче[3] чылай хăйне евĕрри — уголок класса Шуршăлти çиччĕ çул вĕренмелли шкулăн пайĕ, Андриянăн шкулти парти, 2-мĕш класра вĕренекенĕн мухтав хучĕ, «Восток-3» тата «Союз-9» космос карапĕсен борт журналĕнчи Николаев çырнисем, хăпарнă тата аннă чухне тăхăнмалли скафандр, космонавт ложеменчĕ, шыв çине анмалли гидрокомбинезон; Николаевăн япалисем: ручка, вилка, консерва уçкăчĕ, «Полёт» ал сехечĕ, шлемофон, медицинский пояс с датчиками. Космосри апат-çимĕç тĕслĕхĕсем пур. «Çын уçă космослăхра» диорамăра Алексей Леонов уçă космослăха тхнă «Ястреб» тĕслĕ скафандр, çĕр çине аннă хыççăн кирлĕ «Гранат-1» авари янти. Зал маччинче — чăваш географии анлăхĕнчен курăнакан çăлтăр тӳпи. Кунтах Çĕрĕн пĕрремĕш искусствăлла спутник макечĕ пур.

Николаевăн генерал тумĕ тата унăн юлашки кĕнекине— «Притяжение Земли» — курма пулать. Экспозицире — Николаевăн Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри V ял спорт вăййисен (утăн 1—3-мĕшĕсем, 2004 ç.) тĕп тӳри пулса ĕçленĕ чухнехи куртки.

1950 çулта туса кăларнă «ЗИС-110» автомобиль (патшалăх номерĕ 00-01 ЧУА) музей реликвийĕ шутланать, çавăн çинче 1962 çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче пирĕн чаплă ентеш триумфла Шупашкар урамĕсемпе çӳренĕ, ăна Чăваш Енĕн çыннисем саламланă. Музейре видеомониторпа çак пулăм пирки документлă кинохроникăна кăтартаççĕ[4].

Музейре Николай Бударин космонавта – пирĕн ентеше — халалланă.

«Астрономи класĕ» залĕнче космослăхпа çыхăннă уявсемпе кунсенче куравсем ирттереççĕ, тематика кĕтесĕн ларăвĕсем , космонавтсемпе тĕл пулаççĕ. Тӳпери çăлтăрсене сăнамашкăн виççĕ телескоп ĕçлет.

Циолковский залĕнче шкул планетарийĕ, космослăхра пулнă «Восток» космос карапĕн çĕр çине анмалли 2,4 тоннă йывăрăшлă аппарат[2], хальхи «Союз ТМА» космос карапĕн çĕр çине анмалли аппарачĕ, ракетахăпартакан рулĕн двигателĕ, К. Э. Циолковский ĕçĕсем[5].

Çак вăхăта çити музейри экспозиципе 100 пинрен ытла çын паллашнă[6].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Игорь Ленский. Под шоршелскими звёздами (2012). çăлкуçран архивланă 14 Юпа уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Ҫурла уйӑхӗн 2012.
  2. ^ 1 тата 2 Музей космонавтики. 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ 1 тата 2 Герой космоса — Андриян Николаев — БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, ГУ 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Игорь Ленский. Под шоршелскими звёздами (2012). çăлкуçран архивланă 14 Юпа уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Ҫурла уйӑхӗн 2012.
  5. ^ Тукмаков А.Н., Антонова З.С., Лебедева Т.П. Мемориальный комплекс лётчика-космонавта СССР А.Г.Николаева. Путеводитель. — Шуршăл: 2010.
  6. ^ Игорь Ленский. Под шоршелскими звёздами (2012). çăлкуçран архивланă 14 Юпа уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Ҫурла уйӑхӗн 2012.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]