Электрон вĕренӳ кĕнеки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Электрон вĕренӳ кĕнеки – электрон мелĕсемпе усă курса хатĕрленĕ вĕренӳ хатĕрĕ.

Электрон вĕренӳ кĕнекине ахаль текстсăр пуçне тĕрлĕрен ӳкерчĕксем, хăнăхтарусем, тĕслĕхсем, тĕрлĕ электрон тĕрĕслевĕсем, пулăшу материалĕсем кĕреççĕ. Вĕсене сăлтавне кура тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем валли тĕрлĕ тĕллевпе хатĕрлеççĕ.

Ушкăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1. Шкул çулне çитмен ачасем валли – шутлама, сас паллисемпе паллашма, шухăшлама тата ӳкерме вĕрентекен кĕнекесем.

2. Шкул ачисем валли – шкулти вĕренӳ планне кĕрекен предметсен программи тăрăх хатĕрленĕ кĕнекесем.

3. Професси пĕлĕвне илме пулăшаканнисем

4. Аслă пĕлӳ илме пулăшаканнисем

Кĕнеке формачĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

• Ахаль текст

HTML формачĕ

HTMLHelp (.chm)

Electronic Publication (.epub)

FictionBook (.fb2)

Ытти форматри кĕнекесем те анлăн сарăлнă. Çавăн пекех хăш-пĕр фирмăсем хăйсен ятарлă формачĕпе те электрон вĕренӳ кĕнекисем кăлараççĕ.

Чăвашри электрон вĕренӳ кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республикинче вĕренӳре усă курмалли пĕрремĕш чăвашла вĕренӳ пособине 2005 çулта кăларнă. Авторĕ – Андреев Владимир Юрьевич , Çĕрпӳ районĕнчи Михайловкăри тĕп шкул вĕрентеçи, Çĕмĕрле районне кĕрекен Пилешкасси ялĕнче 1963 çулта çуралнă.

Электрон кĕнекесен хăйнеевĕрлĕхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Электрон кĕнексем ахаль кĕнекесемпе танлаштарсан лайăх енĕсем пур:

1. Нумай вырăн йышăнмаççĕ

2. Массăллă майпа кăларма тата сарма йӳнĕ

3. Ачасене инçет майпа вĕрентме пулать

4. Программа çын вĕреннине тĕрĕслеме, май килнĕ таран пулăшма пултарать

5. Мĕн çырнине вулама кăна анчах мар, итлеме те пулать

Çитменлĕхĕсем те сахал мар:

1. Ятарлă техника (компьютер), хатĕрсем, программăсем кирлĕ

2. Экран çинчен вуланă чухне куç час авăнать

3. Хут çинчипе танлаштарсан вулама йывăртарах

4. Пуплев культурине аталантарма чăрмантарать

5. Шухăшлав, хутшăну ыйтăвĕсене татса парасси йывăрланать


Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]