Контент патне куҫ

Пилешкасси (Çĕмĕрле районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Пилешкасси ҫинчен куҫарнӑ)

Урăх пĕлтерĕшĕсене Пилешкасси (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Пилешкасси
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Хутар
Координатсем 55°58′32″ с. ш. 46°59′16″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Пилешкасси
Наци йышĕ чăваш
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83534
Почтă индексĕ 429005
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 250 855 003
Пилешкасси (Çĕмĕрле районĕ) (Раççей)
Точка
Пилешкасси (Çĕмĕрле районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Пилешкасси, — Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕн ялĕ. Хутар ял тăрахне кĕрет.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта 95 кил. Пĕтĕмпе виçĕ урам: тĕп, урлӑ урам, хыçри урам. Ял варринче виçĕ пĕве пур, асфальт çул сарнӑ, газ кĕртнĕ.

Обществӑ тата культура меропрятийĕсене халӑх Хутарти Культура çуртне çӱрет. Ялта апат-çимĕç лавкки пур.

Юнашар Хутар ялĕнчен хĕвеланӑç еннелле çур çухрӑмра вырнаçнӑ.

Ял хӑçан пуçланса кайнине татӑклӑ татса паман. 1808 çулхи Чĕмпĕр кĕпернин картти çинче яла Вăрманкас ятпа паллă тунă. 1863 çулхи Чĕмпĕр кĕпернине кĕрекен ялсен списокĕнче ял икĕ ятпа Вăрманкас (Пилешкасси) ятпа тăрать. Каярахри истори хучĕсенче ял Пилешкасси ячĕпе кăна тĕл пулать. Истори докуменчĕсенче (1864 ç.) яла Пилешкасси тесе çеç çырнине кура ял кунне паллӑ тӑвассине çав çулпа çыхăнтарнă.

1917 çулчен Чĕмпĕр кĕпернинчи Кăрмăш уесĕн Атикасси вулăсне кĕнĕ.

Ял ӳссех пыни паллӑ - 35 килтен пуçласа XX ĕмĕр тĕлне 100 кил урлӑ каçнӑ. Жданов ячĕпе хисепленекен колхоз йĕркеленĕ. Ялта клуб, лаша витисем, хурал пӳрчĕ, пуçламӑш шкул пулнӑ.

Паллӑ çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]