Эсамбаев Махмуд Алисултанович
Махмуд Алисултанович Эсамбаев | |
Çуралнă вăхăт: | 1924, утă, 15 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кивĕ Атаки аулĕ, Чечен АО, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2000, кăрлач, 7 |
Вилнĕ вырăн: |
Мускав, Раççей |
Професси: | XX ĕмĕрти СССР, Раççей эстрада ташăçи, балеронĕ, хореграфĕ, актёрĕ |
esambaev |
Махму́д Алисулта́нович Эсамба́ев (утă, 15, 1924, Кивĕ Атаки аулĕ, Чечен автономи облаçĕ, РСФСР — кăрлач, 7, 2000, Мускав, Раççей) — совет тата чечен балет артисчĕ, эстрада ташăçи, актёр, хореографĕ тата балетмейстерĕ. СССР халăх артисчĕ (1974). Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1984).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Махмуд Эсамбаев 1924 çулхи утăн 15-мĕшĕнче ту çумĕнчи Кивĕ Атаки аулĕнче (халĕ Чечен республикин Грозный районĕ) çуралнă. Ишхой тейпĕнчен тухнă. Махмуд Эсамбаев ачаранах ташша пикеннĕ. 7 çул тултарсан вăл туйсенче ташланă.
1944—1956 çулсенче Махмуд Кăркăс оперăпа балет театрĕн солисчĕ пулса ĕçленĕ.
1950-мĕш çулсенче Махмуд Эсамбаев академи сценине хăварать те халăх ташшине чуне пама тытăнать. 1957 çултанпа вăл — Чечен-Ингуш АССР филармонин солисчĕ. 1959 çулта Эсамбаев хăйĕн программине Мускавра кăтартать, тепĕртакран «Звёзды советского балета» ушкăнĕпе Францире, Кăнтăр Америкăра гастрольре çӳрет, унта ăна питĕ хапăл кĕтсе илеççĕ.
Ют çĕрсенче пулнă хыççăн артист хăйĕн коллективне йĕркелет. Эсамбаев сцена çинче тĕрлĕ халăх ташшисене кăтартнă: «Чабан» (чечен-ингуш, узбек), «Вăрçă çынĕ» (пушкăрт), «Ылтăн турă» (ĕнчĕ), çаплах де Фальи мусăкĕпе ритуал «Çулăм ташшине», «Ла-коррида» (испан), «Урасен ташши» (таджик) тата ур.
Махмуд Эсамбаев 2000 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче 76 çулмĕш çул ӳсĕмĕнче вилнĕ. Мускавра, Данилово мăсăльман çăвине пытарнă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1961 — В мире танца
- 1962 — Я буду танцевать — Махмуд Ишхоев
- 1968 — Лебединое озеро — Ротбарт
- 1972 — Вино из одуванчиков
- 1973 — Земля Санникова — шаман
- 1975 — На край света…
- 1976 — Пока бьют часы — придворный скрипач Иги Наги Туги
- 1976 — Честное волшебное — Çулăм
- 1983 — Приключения маленького Мука — хыснаç
- 1984 — Репортаж из бездны
- 1988 — Дорога в ад
- 1994 — Увертюра
- 1994 — Зов предков. Великий Туран — аслă шаман Бильге-Оол
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Нашхоев Р. Чародей танца, Грозный, 1971;
- Пожидаев Г. Повесть о танце, М., 1972.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эсамбаев Махмуд Алисултанович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Известные деятели культуры Чечни 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Всемирный Благотворительный Фонд Махмуда Эсамбаева
- Махмуд ЭСАМБАЕВ: «На одном из костюмов было 1200 бриллиантов», или Почему Лужков сказал: «Выберите сами себе квартиру» (Виктория МОЛОДЦОВА) 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.