Юлашки пăлхар (поэма)
Юлашки пăлхар | |
Жанр: | поэма |
---|---|
Автор: | Петĕр Хусанкай |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | 1930 (?) |
Пичетленĕ: | 1989 |
Уйрăм кăларăм: | уйрăм кĕнекепе тухман |
Куçару: | Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар |
Юлашки пăлхар — Петĕр Хусанкай (1907-1970) 1930-мĕш çул тĕлнелле çырнă поэма.
Поэмăн шăпи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1920-мĕш, 1930-мĕш çулсенче Петĕр Хусанкай пайтах поэмăсем çырнă. Чылайăшне кайран, вун-вун çул иртсен, "юсаса" тепре пичетлесе кăларнă. Пĕр енчен, çакă вăл поэмăсене хальхи вулакана паллашма çăмăллатать ĕнтĕ, тепĕр енчен, çапла туни вăхăт сăн-сăпатне çухатмалла килсе тухтарнă. Хăш вариантне "тĕрĕсси" тесе шутламалла — çак ыйту та самаях уçăмсăр.
Çав вăхăтрах Петĕр Хусанкайăн каярахпа пачах та улăштарман поэмăсем те, нумаях мар пулин те, пур. Вăт çавсен йышне кĕрет те ĕнтĕ "Юлашки пăлхар" поэма. Чылай вăхăт поэмăн алçырăвĕ архивра[1] пичетленмесĕр выртнă. 1989-мĕш çулта Виталий Юмарт (Чекушкин В.С.) пĕрремĕш хут пичетлесе кăларнă. 1998-мĕш çулта Микки Микули (Иванов Н.И.) поэмăна "Иван Яковлев" ятпа пичетлесе кăларнă[2]. Поэтăн "Çырнисен пуххинче" (III том, 2002) каллех "Юлашки пăлхар" ятпа пичетленнĕ.
Алçырура хайлавăн ятне палăртман. Çавăнпа текста пичете хатĕрлекенсен ăна хăйсенчен хушса хума тивнĕ. "Юлашки пăлхар" тени вара поэма текстĕнче чăнах та пур:
Тухья-хушпуллă романтизм,
Траххум, вĕрÿçĕ, çăпата —
Ку пирĕн мăшкăл мар-им? Чыс-им?
Çапла вăл шухăшланă та
Çак юлашки могикан евĕр
Йăваннă юлашки пăлхар.[3]
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Митта Ваçлейĕ. "Сĕрĕмре" поэма.
- Борис Чиндыков. Hotel Chuvashia. Калав.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |