Сĕрĕмре (поэма)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Сĕрĕмре
Жанр: поэма
Автор: Митта Ваçлейĕ
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1927>
Пичетленĕ: 1927
Уйрăм кăларăм: уйрăм кăларăмпа (кĕнекелесе) тухман.
Куçару: Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар

СĕрĕмреМитта Ваçлейĕ (1908-1957) 1927-мĕш çулччен чăвашла çырнă лирикăлла поэма.

Поэмăн тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку поэма лирикăлла хайлав, çавна кура унта нимĕнле сюжет тата фабула таврашĕ те çук. Автор (тĕрĕсрех, лирикăлла герой) хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса парать.

Хайлав 7 тан мар сыпăксенчен тăрать. Шалта — 4 йĕркеллĕ çаврасем (катренсем). Метрикăлла виçепе сăвăлла çырнă. Логаэдла ăслай малта тăрать — çавна кура тап-таса хорей теме çук. Кашни йĕрке 10 е 9 сыпăкран тăрать. Хăшпĕр йĕркесене кĕçĕн йĕркесем çине пайланă.

Мĕн пирки-ха хайлав?[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лирикăлла геройăн шухăш-кăмăлĕ пăлханчăк:

Эп юрласшăнччĕ савнăçлă çемĕ,
Эп пуласшăнччĕ —
Паттăр СЕТНЕР...
Ĕмĕт сÿнчĕ, тăван,
Сисетне?..
Чăн пĕтет-шим пулхăр этемĕ?[1]

Кăмăлсем çакăн пек сÿрĕк пулсан та, поэма оптимистла вĕçленет:

Ан тив, шухăшăм ман аскăн çиллĕ,
Ан тив, уртăр çитĕннĕ хал!
Эп шанатăп, сисетĕп, вăл килĕ!
Килĕ, килĕ, çĕнĕ идеал![2]

Сăмах йышĕн уйрăмлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çакăн пек сăмахсем тĕл пулаççĕ: каниссар (пĕчĕк вăрман), ленттĕ (хăю), йĕкĕтлентĕм, пулхăр, Саррă (хĕр ячĕ), халав (пулхăр халавĕ), сала (чăваш ялĕ пирки), меттис (хутăш несĕллĕ çын), меттислать (< меттис), Шур Атăл (Анат Кама тата Белая шывĕсен пĕрлĕхĕ), рай (çăтмах).

Хаклавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пичетленсе тухсанах поэмăна пит тиркесе кĕтсе илнĕ официаллăрах хаклавçăсем[3]. Каярахпа поэта тÿрреммĕн айăплас çĕрте усă курнă унашкал хаклавсеме. 17 çул ГУЛАГра пулнă Митта Ваçлейĕ. Паллах, унта ăсатас тенĕ çын валли пĕр сăлтав пулмасан урăх сăлтавне хăйсемех шыраса тупнă пулĕччĕç.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Ялав, 1988, 10№ (юпа). — 14 С.
  2. ^ Асăннă çăлкуçранах.
  3. ^ ЦГАЛИ, ф. 631, оп. 15, ед.хр. 171, л. 14.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]