Юрнă районĕ
Юрнă районĕ туçи мар. Йӱрнӹ кымдем çаран мари Йӱрнӧ кундем | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Мари Эл | ||
Администраци центрĕ | Юрнă хеп | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1924 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Шихова Марина Евгеньевна[2] | ||
Муниципалитет пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ | Морозов Анатолий Николаевич[3] | ||
Официаллă чĕлхе | вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
7496 (1,1 %) | ||
Йышлăх | 3,67 çын/çм² | ||
Конфесси йышĕ | христиансем | ||
Лаптăк | 2040,15[4] çм² (5-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83632 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Юрнă райо́нĕ (туçи мар. Йӱрнӹ кымдем[5], çаран мари Йӱрнӧ кундем, выр. Юринский район) — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Мари Элĕн анăçĕнче, Атăлăн сулахай енче вырнаçнă.
Администраци центрĕ — Юрнă хула евĕр паççулкă.
Район лапăкĕ 2154 çм² е 215400 га.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Атăлăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Чулхула облаçĕн Воскресенски тата Воротынски районĕсемпе, тухăç енче Мари Элĕн Килемар тата кăнтăр енчен Туçи Мари районĕсемпе юнашар вырнаçнă. Атăл юппи Ветлуга района иккĕне çурать.
Район çĕрĕ тăрăх çаплах Ветлуга, Люнда, Дорогуча шыв юхать. Республика чылай пĕчĕк юхан шывпа, кӳлĕпе пуян.
Район тытăмĕ, халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2005 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районра 10 800 çын пурăннă. Нумай вырăссем пурăнаççĕ, çармăссем те чылай.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Района 1924 çурла, 28 йĕркеленĕ.
Район хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутçанталăк янтă управĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район çĕрĕ тăрăх Атăл, Ветлуга, Люнда, Дорогуча шывсем юхаççĕ. Пĕчĕк юханшыв, кӳле чылай.
Чĕрĕ пуянлăх шутĕнче: торф, тăм, хăйăр (Марьино тата Зиновьев чĕруправĕсем).
Районăн 75% ытла территорине хутăш вăрман хуплать, çĕр пичĕ тӳрем.
Промăçлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăç предприятисем йывăç касаççĕ, вутă, ĕç йывăç материалĕ сутаççĕ, торф кăлараççĕ.
Этеплĕх, çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 5 вăтам шкул
- 4 тулли мар вăтам шкул
- 9 пуçламăш шкул
- ПТУ-31.
Этеплĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Районăн тĕп тата ача-пăча библиотеки, кĕвĕ шкулĕ.
- Истори ӳнерлĕх музейĕ.
Палăкĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кил йăви архитектура палăкĕ «Шеремет карманĕ»
- Михаил-Архангел храмĕ
- Район территоринче пурĕпе:
- 59 археологи палăкĕ
- 21 истори палăкĕ
- 13 архитектура палăкĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской п (рус.) — Росстат, 2023.
- ^ Руководство администрации муниципального образования «Юринский муниципальный район».
- ^ Собрание депутатов.
- ^ Республика Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ Перечень наименований населенных пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Республика Марий Эл. Официальный интернет-портал. Муниципальное образование «Юринский муниципальный район» 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ..
- История сел и деревень Юринского района Республики Марий Эл. Информационный ресурс Республики Марий Эл «12rus.ru».
Ку Мари Элĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Юрнă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
||
---|---|---|
Район центрĕ: Юрнă |
Мари Эл |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула : Йошкар-Ола Муниципаллă-территориллĕ пайланăвĕ:
Районсем : Атăл районĕ · Килемар районĕ · Куçенер районĕ · Мари Турек районĕ · Медведево районĕ · Моркă районĕ · Оршанка районĕ · Паранькă районĕ · Совет районĕ · Çернур районĕ · Çĕнĕ Торъял районĕ · Туçи Мари районĕ · Шуланкă районĕ · Юрнă районĕ Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |