Моркă районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Моркă районĕ
улăхри мари Морко кундем
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Мари ЭлFlag of Mari El.svg Мари Эл
Тытăмĕ 10 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Моркă хеп
Йĕркеленĕ вăхăт 1924
Район администрацин пуçлăхĕ Иванов Александр Альбертович[2]
Муниципалитет пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Иванова Светлана Михайловна[3]
Официаллă чĕлхе мари, вырăс
Пурăнан халăх (2016)
28 712
(4,21 %)
Йышлăх 12,65 çын/çм²
Наци йышĕ марисем, вырăссем, тутарсем
Конфесси йышĕ мăсăльмансем, христиансем
Лаптăк 2270,08[4] çм² (4-мĕш вырăн)
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83635
Сайчĕ
Марий Эл республики

Моркă районĕ (улăхри мари Морко кундем)[5]Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Республикăн анăç енче вырнаçнă.

Администраци центрĕМоркă хула евĕр паççулки.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район Мари Элĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Анăçра вăл Звениговăпа Совет районĕсемпе, çурçĕрте — Куçенерпа Паранькă районĕсемпе, тухăçра тата кăнтăрта — Паранькăпа Атăл районĕсемпе тата Тутарстанăн Атна районĕпе чикĕ тытать.

Район çĕрĕн-шывĕн лаптăкĕ — 2272 çм² е 227 200 га.

Шыв пурлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Моркă районĕ Атăлăн сулахай çыранĕнчи Илет юханшывăн вăтам юхам тăрăхĕнче вырнаçнă. Район территорипе Илет тата унăн сылтăм юппи Юшут, çаплах пĕчĕк шывсем — Арă, Вонжа, Ировка, Тюшумка, Шалинка, Шора, Яранка тата урăххисем — юхаççĕ.

Район территоринче 50 пĕчĕк кӳлĕ. Виççĕшĕ — Ергешьер, Кужьер, Шучьер — патшалăх хӳтĕлевĕнче. Çаплах районта 33 çăлкуç пур.

2002 çулта район территоринче 9500 га лаптăклă регион шайлă «Моркă» биологи çутçанталăк управне касса хунă.

Халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 2006 çулхи кăрлач, 1 тĕлне 33.98 пин çын пурăннă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Района 1924 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Ун шутне Царёв Кокшайск уесĕн Кумушъял, Морки, Шиньши вулăссен тата Сотнур вулăсĕн пай территрийе кĕнĕ.

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Минерал янтти[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Морки районĕнче чылай минерал янтти пур: карбонат тăпри, цемент чĕрри, гипс тата ангидрид, çурт-йĕр тумалли тата силикат хăйăрĕ, тăм, чул.

Промăçлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халĕ районта 17 пĕчĕк промăçлă предприяти, 3 çурт-йĕр тăвакан фирма, 1 автотранспорт предприятийĕ, 1 газ-компрессор станцийĕ.

  • Зеленогорск вăрман комбиначĕ
  • Моркă хуçалахĕсен пĕрлешĕвĕ
  • Кужер вăрман хуçалахĕсен пĕрлешĕвĕ
  • Сĕт-çу завочĕ
  • Коркатово карьер управленийĕ
  • Йошкар-Ола «Контакт» тата çурмапроводник приборĕсен завочĕсен филиалĕсем
  • Моркă ЛМУМГ КС-21

Ял хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă транспорт артерийĕ — Горький чукун çулĕн Юшут чукун çул турачĕ — района Суслонгер чарăнупа çыхăнтарать.

Хуçалăхсем хушшинчи çыхăну валли автомобиль транспорчĕпе усă кураççĕ.

Культура тата çутĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 çулхи пуш, 1 тĕлне районта пулнă:

  • 42 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, çав шутра
    • 17 вăтам
    • 13 тĕп
    • 10 пуçламăш
    • 2 шкул-сачĕ
    • 6 шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕ
    • 1 ача-пăча реабилитаци центрĕ
  • 1 професси училищи

Моркă районĕнче 70 культура йĕркелĕвĕ ĕçленĕ.

Вĕсем хушшинче:

  • канупа культура район центрĕ
  • 28 ял культура çурчĕ
  • 3 ял клубĕ
  • 31 библиотека
  • ӳнер ача шкулĕ
  • 4 музей
    • М.Н. Янтемир ячĕллĕ литературăпа этнографи музейĕ
    • С.Г. Чавайн ячĕллĕ литературăпа музей комплексĕ
    • Н.И. Казаков музейĕ
    • Н.С. Мухин музейĕ
  • 13 шкул музейĕ

Спорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта ĕçлет:

  • 27 волейбол
  • 20 баскетбол
  • 13 футбол площадки
  • 18 футбол уйĕ
  • 8 стрелок тирĕ
  • 9 йĕлтĕр бази
  • шывра ишмелли бассейн
  • 18 спорт залĕ
  • ал пӳскипе вылямалли уй

Сывлăх сиплев çурчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районта 45 сиплев йĕркелĕвĕ пулнă, çав шутра:

  • район тĕп пульици
  • 1 участок пульници
  • 40 фельдшер-акушер пункчĕ
  • 3 сиплев пункчĕ

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 ОКТМО Проверено 13 марта 2015.
  2. ^ Главы администраций муниципальных образований республики Марий Эл
  3. ^ Собрание депутатов.
  4. ^ Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
  5. ^ Перечень наименований населённых пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]