Контент патне куҫ

Юрьев Михаил Фёдорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Юрьев Михаил Федорович ҫинчен куҫарнӑ)
Юрьев Михаил Федорович
Юрьев Михаил Федорович
Çуралнă чухнехи ят Юрьев Михаил Федорович
Çуралнă вăхăт 1893, чӳк, 1
Çуралнă вырăн Кавал ялĕ, Вăрмар районĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1962 çул, çу, 7
Вилнĕ вырăн Кавал, РФ
Професси режиссёр, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă
Гражданлăх
Хастар çулсем 1920-1930
Театр Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ

Юрьев Михаил Фёдорович, (1899-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ, Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕ - 1962 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕ, Кавалта вилнĕ, ăçта пытарни паллă мар) — режиссёр, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Михаил Фёдорович Юрьев — вырăс килйышĕнче çуралса ÿссе çитĕннĕ; урăхла каласан, унăн ашшĕ те, амăшĕ те вырăссем пулнă; вĕсем Кавал ялне Чулхула енчен куçса килнĕ[1]. Килйышра Михаил Фёдорович чи асли пулнă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ пĕрин хыççăн тепри тенĕ пек ачисене ура çине тăратаймасăрах вилсен, пĕтĕм йывăр çĕклем ун çине тиеннĕ.

Хусан патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1921-мĕш çултанпа, И.С.Максимов-Кошкинский чĕнсе илнĕ хыççăн, чăваш театрĕнче ĕçлеме пуçланă. 1922-1926-мĕш çулсенче чăваш театрĕн тĕп режиссёрĕ пулнă. Çак вырăнтан ăна аслă пуçлăхсем хушнипе, — "Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем" трагедие тата спектакле национализмла тесе хытă тиркенĕ хыççăн, — кăларса янă. Ун хыççăн "Чăвашкино" студире ĕçленĕ. Петĕр Хусанкайпа тата Хумма Çеменĕпе пĕрле кăнтăрти тăрăхсенче çулçÿревре пулнă. 1933-1936-мĕш çулсенче Патăрьелĕнчи, Вăрмарти, Канашри кинобазăсене ертсе пынă. Аслă Атилĕх вăрçинче — фронтри хаçат корреспонденчĕ. Юлашки çулĕсенче еплерех пурăнни уçăмлах мар. Виличчен кăшт маларах, 1958-мĕш çулта Чăваш кĕнеке палатине кайнă, спецхранта выртакан "Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем" кĕнекене хăйне кăтартма ыйтнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтермен.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Юрьев, М. Ф. Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем : 5 пайлӑ, прологпа эпилоглӑ, историлле трагеди / М. Ф. Юрьев. - Шупашкар : Чӑваш Республикин кӗнеке кӑларакан уйрӑмӗ, 1925. - 77 с.
  • "Иртнĕ кунсен асапĕ" драма. Ăçта тата хăçан пичетленсе тухни паллă мар.
  • Долгов-Кавалсем, В. H. В. Hикольский вĕренекенĕн пултарулăхĕ / В. Долгов-Кавалсем // Хыпар. – 2004. – 28 юпа.
  • Долгов-Кавалсем, В. Чĕрем çунать тăван çĕршывшăн... / В. Долгов-Кавалсем // Хыпар. – 1999. – 2 чӳк.
  • Изоркин, А. Атăлçи Пăлхара кам тĕп тунă? / А. Изоркин // Хыпар. – 1996. – 14 çурла.
  • Кавалсем, В. Пĕр ялтан – тăватă çыравçă / В. Кавалсем // Хыпар. – 1993. – 24 çĕртме.
  • Кавалсем, В. Юрьевпа Юрьев тĕл пулсан / В. Кавалсем // Ялав. – 1991. – № 7. – С. 28.
  • Кавалсем, В. Юрьевсем / В. Кавалсем // Хыпар. – 1993. – 17 раштав.
  • Моклаков, Г. Чӑваш аваллӑхӗн сасси / Г. Моклаков // Хыпар. – 2008. – 30 ҫу. – С. 3.
  • Родионов, В. Вăхăт ятсене çĕнĕрен çĕклет / В. Родионов // Тăван Атăл. – 2005. – № 9. – С. 47-49.
  • Тихонов, П. Кавал тĕлĕнтермĕшĕ / П. Тихонов // Хыпар. – 1999. – 6 чӳк. – С. 6.
  • Долгов, В. Е. Юрьев Михаил Федорович / В. Е. Долгов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 697.
  • Ялгир, П. Юрьев Михаил Федорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 149.
  • Якимова (Афанасьева) Е. Р. ЗАРОЖДЕНИЕ ЖАНРА ИСТОРИЧЕСКОЙ ТРАГЕДИИ В ЧУВАШСКОЙ ДРАМАТУРГИИ.//// Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева.. 2014. № 1(81). C.85-88 — УДК 821.512.111.09

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Шел пулин те çак фактсене çирĕплетекен çăлкуçсем халлĕхе ал айĕнче çук-ха. Вĕсене тупас тесен В. Долгов-Кавалсем таврапĕлÿçĕ çырнисене тепĕр хут тĕплĕн пăхса тухас пулать. Е М.Ф,Юрьев ентешĕсенчен, тăванĕсенчен, тăхăмĕсенчен тĕплĕн ыйтса пĕлмелле.