Ялавин Сергей Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Сергей Ялавин
Çуралнă чухнехи ят: Яковлев Сергей Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1898, пуш, 6
Çуралнă вырăн: Кипеккасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Пăва районĕ Тутар АССР)
Вилнĕ вăхăт: 1961, кăрлач, 9
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, драматургĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1925 - 1961
Жанр: повеç, роман, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Disambig gray.svg Яковлев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Сергей Васильевич Ялавин (1898, пуш, 6, 1898, пуш, 6, Кипеккасси ялĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Пăва районĕ Тутар АССР) — 1961, кăрлач, 9, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш прозăçи, драматургĕ. СССР ÇП пайташĕ (1934)[1][2].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1898 çулхи февралӗн 22-мĕшĕнче Тутар республикинчи Пăва районĕнчи Кипеккасси ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ ялта чи чухăн çынсем пулнă. Вăл пĕчĕклех ашшĕнчен тăлăха юлнă.

Йывăр пулсан та, амăшĕ ăна вĕрентме тăрăшнă. Сергей 1910 çулта ялти пуçламăш шкултан, 1913 çулта Кÿренти икĕ класлă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Ун хыççăн хальхи Патăрьел районĕнчи пуçламăш шкулсенче ултă çул учительте ĕçленĕ.

Октябрьти Пӑлхавăр хыççăн ялти чи хастар агитаторсенчен пĕри пулса тăнă. 1919 çулта хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă, И. С. Космовский полкĕнче хĕсметре тăнă, Иван Мучипе туслашнă. 1921-1922 çулсенче Карели фронтĕнче çапăçнă.

1922-1923 çулсенче Ялавин Мускавра çут ĕç пайĕсен инспекторĕсене хатĕрлекен институтра вĕреннĕ, 1923-1924 çулсенче "Ĕçлекенсен сасси" журнал редакцийĕнче, 1925 çулта Мускав хулинчи çутĕç пайĕнче ĕçленĕ.

1925 султан пуçласа 1948 çулччен С. В. Ялавин Шупашкарта.хаçат редакцййĕсенче, Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи культурăпа çутĕç управленийĕнче, Наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. Аслă вăрçă вăхăтĕнче алла пăшал тытса Тăван çĕршыва ташманран хÿтĕленĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

С. Ялавин литература ĕçне 1925 çулта тытăннă, 1926 çулта унăн "Сунтал" журналта "Пурнăç йăнăшĕ" пьеса пичетленсе тухнă. Çавăн хыççăн "Кам кама", "Завод сасси", "Ывăл", "Панкратов йăнăшĕ"; "Упăш-кипе арăмĕ", "Телей", "Çĕнтерÿ çулĕ", "Сельмен" пьесасем, калавсем çырнă. Унăн 6 кĕнеке тухнă, хаçатсенче критика статиисем сахал мар пичетленнĕ.

Сергей Ялавин (1898-1961) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н. Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. - С. 162.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Малышев, А. М. Чапӗ ҫулсем витӗр ҫуталать / А. М. Малышев // Сувар (Тутарстан Респ.). – 2008. – 22 нарӑс (№ 8). – С. 9.
  • Прокопьев, В. Максим Горький тата чăваш çыравçи Сергей Ялавин / В. Прокопьев // Халăх шкулĕ=Народ. шк. – 2001. – № 2. – С. 94–97.
  • Сергей Васильевич Ялавин // Тăван Атăл. – 1998. – № 3–6.
  • Ялкир, П. Тивĕçсĕр манăçнăскер / П. Ялкир // Хыпар. – 2003. – 3 ака.
  • Агивер, Х. Непокорный Ялавин : горе и страдания чуваша. Неоконченные мысли / Х. Агивер // КИЛ. – 2008. – № 4. – С. 133-158.
  • Афанасьев, П. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 546.
  • Сорокин, Н. М. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. - Чебоксары, 2015. – С. 242-243.
  • Яковлев, Ю. В. Религиозно–мистический смысл образа бабочки в рассказе Сергея Ялавина «На пути» на фоне мировой культуры / Ю. В. Яковлев // Сборник научных статей докторантов, аспирантов и соискателей. – Чебоксары, 2005. – С. 3–19.
  • Яковлев, Ю. «Я в руках судьбы-мачехи» / Ю. Яковлев // Республика. – 2003. – 16 апр.(№ 15). – С. 5. - См. текст
  • Яковлев, Ю. В. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич / Ю. В. Яковлев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 727.
  • Ялгир, П. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич / П. А. Ялгир // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 517–518.
  • Ялавин (Яковлев) Сергей Ваcильевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 530.
  • Ялгир, П. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 151.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]