Ялта (драма)
Ялта | |
Ялта | |
Жанр: | драма |
---|---|
Автор: | Фёдор Павлов |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | <1922> |
Пичетленĕ: | 1922 |
Уйрăм кăларăм: | 1922, 1932, 1934 |
Куçару: | вырăсла |
Ялта — Фёдор Павлов (1892-1931) 1922-мĕш çулччен чăвашла çырнă тăватă пайлă драма. Чăваш драматургийĕнчи чи паллă хайлавсенчен пĕри.
Драма мĕн çинчен пулни пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хайлав кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
"Ялта" драма 1922-мĕш çулта тÿрех уйрăм кĕнекен тухнă.
Сюжет тата фабула никĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
"Ялта" драма пирки çыракансем пурте тенĕ пекех автор сюжет йĕрне хăй курни-илтнисем çинче никĕсленине палăртаççĕ. Çав вăхăтрах драмăри ĕçпуç вырăс драматургĕн А.Н.Островскийĕн "Бесприданница" драминчи пулăмсене аса илтерет нумай енчен[1]. Ăнсăртран сиксе тухнă пĕрпеклехсем-и вĕсем? Е çавăн пек реминисценцисене автор хăй ăсталанă? Калас пулать, çак ыйтусен хуравĕсем халлĕхе çук. Çавна май пĕр факта аса илни кăсăклă (танлаштарăр): Фёдор Павлов 1917-18-мĕш çулсенче миравай судья пулса ĕçленĕ, Александр Островский 12 çул хушши Кинешма уесĕн хисеплĕ миравай судйи пулнă[2]. м
Драмăн сцена çинчи кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
"Ялта" драма тăрăх Чăваш драма театрĕнче лартнă спектакле пĕрремĕш хут 1922-мĕш çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче лартнă[3]. Вылякансем: Ванюк — Иоаким Максимов-Кошкинский, Елюк — Ольга Ырсем.
Юратавçăлла (профессилле мар) артистсем кăтартни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Кун пирки чăн малтан Валентина Николаева каланăччĕ пулас. Унăн шухăшĕ çавăн пек: Шăпах çавнашкал вырăнсем, тĕнче литературинчен илнĕ пек туйăнаканнисем, яланах уйрăмах вăйлăн пулса тухаççĕ.
- ^ Островский Александр Николаевич (1823 — 1886гг.) 16 Марта 2010 [17:51](ĕçлемен каçă)
- ^ Кириллов Г.В. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Павлов Ф.П. Пьесăсем. Архивленĕ 10 Чӳк уйӑхӗн 2016 çулта. Шупашкар, 1982.
- Национальной пьесе Ф.П. Павлова – 90 лет.