Мĕтри Юман: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
п Викификация
10-мĕш йĕрке: 10-мĕш йĕрке:
[[1921]] çулта Чăваш облаçĕн ревкомĕ чĕннипе Д.П. Юман [[Шупашкар]]а, Чăваш автономиллĕ облаçне, ĕçлеме куçса килнĕ.
[[1921]] çулта Чăваш облаçĕн ревкомĕ чĕннипе Д.П. Юман [[Шупашкар]]а, Чăваш автономиллĕ облаçне, ĕçлеме куçса килнĕ.


== Ĕçĕсем ==
== Ӗçĕсем ==
Вăл «Чăваш календарĕ», «Ĕмĕрне паллă çул» повеçсене, «Укăлчакасси» тата «Колхоз новеллисем» драмăсене çырнă. 1996 çулта «Суйласа илнисем» [[кĕнеке]] тухнă. [[Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович|И. Максимов-Кошкинскийпе]] пĕрле «Ял» чăваш кинолентти валли сценари çырнă.
Вăл «Чăваш календарĕ», «Ӗмĕрне паллă çул» повеçсене, «Укăлчакасси» тата «Колхоз новеллисем» драмăсене çырнă. 1996 çулта «Суйласа илнисем» [[кĕнеке]] тухнă. [[Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович|И. Максимов-Кошкинскийпе]] пĕрле «Ял» чăваш кинолентти валли сценари çырнă.


== Каçăсем ==
== Каçăсем ==

17:11, 29 Ҫурла уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси

Мĕтри Юман (чăн ячĕ Дмитрий Петрович Петров), — чăваш çыравçи, драматургĕ. 1885 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Тăхăръял тăрăхĕнчи Пӳркел салинче (Тутарстанăн Пăва районĕ) çуралнă. 1939 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Çĕпĕрте вилнĕ.

1939 çултанпа СССР ÇП-ĕнче тăнă.

Пурнăçĕ

Ялти шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче (1899-1905) вĕреннĕ, Кăнна Кушки шкулĕнче ĕçленĕ. Социал-революционерсен (эсерсен) партине кĕрсе çĕрпе ирĕклĕхшĕн кĕрешекен хресчен пĕрлĕхне йĕркелеме тытăннă. 1906 çулта ăна шкултан кăларса янă. Тӳре-шара йĕрлесех тăнă пирки унăн ĕç вырăнне пĕрмай улăштарма тивнĕ.

1913 çулта Мĕтри Юман экстерн йĕркипе гимназире экзамен тытса аттестат илнĕ, Мускав Университечĕн историпе филологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах юриспруденцие вĕреннĕ, нимĕç, француз, грек, латин, тĕрĕк чĕлхисене ăса илнĕ, акăлчанла калаçма хăнăхнă. Вĕренӳ çулĕсенче тĕрлĕ хаçатсене çырма тăнă. Анчах Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнипе университета вĕренсе пĕтерме май килмен: ăна патша çарĕн поручикĕ туса хунă.

1921 çулта Чăваш облаçĕн ревкомĕ чĕннипе Д.П. Юман Шупашкара, Чăваш автономиллĕ облаçне, ĕçлеме куçса килнĕ.

Ӗçĕсем

Вăл «Чăваш календарĕ», «Ӗмĕрне паллă çул» повеçсене, «Укăлчакасси» тата «Колхоз новеллисем» драмăсене çырнă. 1996 çулта «Суйласа илнисем» кĕнеке тухнă. И. Максимов-Кошкинскийпе пĕрле «Ял» чăваш кинолентти валли сценари çырнă.

Каçăсем