Антарктика
Анта́рктика — çĕр чăмăрĕн Антарктида тата çуммăн выртакан Атлантика, Инди тата Лăпкă океансен (хăш чух çак океансен пайĕсене уйрăм Кăнтăр океанĕ шутне хураççĕ) кăнтăр пайĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Антарктика чикки Антарктика конвергенцийĕ йĕрĕпе, 48-60° к.ш. танлашĕпе пырать, анчах та Антарктика шутне 37° к.ш. таран утравсене те кĕретеççĕ, ку ĕнтĕ ытларах политика йышанăвĕ шутланать, климат никĕсĕпе вăл утравсемпе (Гофпа Амстердам утравĕсем) тан пулать. Урăх варианчĕ — территорие Антарктика конвенцин (60° к.ш. кăнтăралах) ярăмĕпе çирĕплетни.
Пĕтĕмĕшле çырни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пур лаптăкĕ 52 млн. тв. км яхăн.
Антарктика — Çĕрĕн чи хаяр сивĕ климат территорийĕ, хăватлă çиллĕ, юрлă тăвăлсем тата тăмансем. Материкпа юнашар утравсем пăрпа пĕркеннĕ; Субантарктика районĕсенче чи ăшă уйăхри вăтам температура +10 °C, чи сивви 0° пуçласа −10 °C çитиччен.
Сивĕ антарктика шывĕ крильпе (пĕчĕк рак евĕррисем) тата пулăпа пуян. Кунта тюлень, тинĕс кушакĕ тата кит нумай. Çыран хĕрринче тинĕс вĕçен кайăкĕсем, поморник тата альбатрос, çаплах саккăр тĕслĕ пингвин. Утравсем çинче — тундрăллă ӳсен-тăранлăх, вĕçен кайăк нумай.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Трешников А.Ф. Антарктика: исследования, открытия. Л.: Гидрометеоиздат, 1980
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Антарктика конвергенци картти 2006 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Раççей Антарктика Экспедицийĕ
- Антарктика ячĕсен Пăлхар комиссийĕ 2007 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Антарктика тĕпчевĕсен ăслăлăх комитечĕ (СКАР)
- Антарктика йĕри-таврари хутлăха упракан комитечĕ 2007 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Антарктика килĕшĕвĕн секретариачĕ
- Антарктика программи ертӳçсен канашлăвĕ (COMNAP)
- Антарктика тинĕс чĕрĕ янтă пурлăхне упрас конвенци 2004 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Антарктика тинĕс чĕрĕ янтă пурлăхне упрас комиссийĕ
- Антарктика кăнарлăхĕн тресчĕ
- Вырăс географи пĕрлĕхĕн Мускав тĕпĕн поляр çĕршывĕсен географи уйрăмĕ 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Тĕнче регионĕсем |
|
---|---|
Америка | |
Европа | |
Ази | |
Африка | |
Океани | |
Поляр регионĕсем | |
Океансем |
Тĕнче биогеографи регионĕсем |
---|
Австралази | Антарктика | Афротропика | Индомалай ярăм | Арктика марри | Океани | Палеарктика |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |