Контент патне куҫ

Афанасьев Алексей Андриянович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алексей Афанасьев
Çуралнă вăхăт: 1925, юпа, 19
Çуралнă вырăн: Тăмпарлă ялĕ, Павлă районĕ, Тутар АССР
Вилнĕ вăхăт: 1985, пуш, 21
Вилнĕ вырăн: Павлă посëлок, Павлă районĕ, Тутар АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, сăвăçĕ, тăлмачĕ
Жанр: повеç, роман, калав, поэма
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс, удмурт
Чыславсем: 3 степеньлĕ Мухтав орденĕ, медальсем
Афанасьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Афанасьев Алексей Андриянович (1925, юпа, 19, Тутар АССР, Павлă районĕ Тăмпарлă ялĕ1985, пуш, 31, Павлă паçулки (халĕ хула), Тутарстан) — чăваш çыравçи, сăвăç, тăлмачă[1], Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕ (1943-1945), СССР ÇП пайташĕ (1949).

1925 çулхи юпа уйăхĕн 19 Тутарстанăн Павлă районĕнчи Тăмпарлă ялĕнче çуралнă. 1932-1935 çулсенче колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Удмурт чĕлхипе литературине ачасене вĕрентнĕ.

1943 çулхи кăрлачра хĕсмете чĕннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине (Карелине финнсенчен ирĕке кăларнă çапăçусенче) хутшăннă. Вăрçăран таврăнсан Пĕкĕлмери вĕрентекенсен институтне вĕренсе тухнă, кайран ачасене вĕрентнĕ. Вуннă çул Павлă районĕн «Знамя» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ. 1960 çулта вăл каллех учитель ĕçне куçнă.

1985 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тутарстанри Павлă посëлокĕнче (халĕ хула) вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алексей Афанасьев «Телей уççи» (1944, 1965) сăвăллă юмаха çырнă. Унăн çак сăвă кĕнекисене асăнмалла:

  • «Хура ылтăн» (1957);
  • «Сăвăсем» (1959);
  • «Туслăхпа юрату» (1963);
  • «Çунатлă çамрăклăх» (1976);
  • «Заставăри тревога» (1980).
  • «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ 1982 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. , 1985 2016 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. çулта пичетленсе тухнă.

Çавăн пекех Алексей Афанасьев удмурт çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Унсăр пуçне К. Ивановăн «Нарспи» поэмине (1940 çулта вăл Ижевскре тухакан «Молот» журналта пичетленнĕ), П.Н. Осиповăн «Айдар» тата А.Е. Алган «Шыв арманĕ» ĕçĕсене удмурт чĕлхи çине куçарнă.

Чыславсепе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мухтав орденĕ (III степень)

медальсем

Тутар АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамоти

«Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» значок

  1. Алексеев, А. А. Çурри чăваш та эс, çурри удмурт / А. А. Алексеев // Хыпар. – 1995. – 26 юпа.
  2. Дмитриев, В. Пирĕн Алексей Афанасьев / В. Дмитриев // Ялав. – 1989. – № 12. – С. 19.
  3. Прокопьева, Р. «Хамăр савнă сар хĕрсем уйăх витĕр çеç кулаççĕ» / Р. Прокопьева // Хыпар. – 1995. – 26 юпа.
  4. Смирнова, Н. Илемлĕ сăмах ăсти / Н. Смирнова // Хыпар. – 2010. – 20 юпа. – С. 4.
  5. Афанасьев Алексей Андриянович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 489.
  6. Афанасьев, П. Афанасьев Алексей Андриянович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 43-44.
  7. Станьял, В. П. Афанасьев Алексей Андриянович / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 155. 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]