Ашмаров Фёдор Иванович
Фёдор Иванович Ашмаров | |||||
Ӳкерчĕк:Фёдор Ашмаров.jpg | |||||
Çуралнă вăхăт | 1897 çул, чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Ман Явăш ялĕ, Вăрнар районĕ, РСФСР, ССРП | ||||
Вилнĕ вăхăт | 1944 çул, утă уйăхĕн 19-мĕшĕ | ||||
Вилнĕ вырăн | Рундены ялĕ, Лудзены енĕ, Латви ССР, ССРП | ||||
Пăхăнулăх | ССРП | ||||
Хĕсмет çулĕсем | 1944-1944 | ||||
Хисеп | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Ашмаров Фёдор Иванович (6.11.1897, Ман Явăш ялĕ, Вăрнар районĕ, РСФСР, ССРП - 19.7.1944,, Рундены ялĕ, Лудзены районĕ, Латви ССР, ССРП)- Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1897-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Ман Явăшра чăваш килйышĕнче çуралнă.
Пĕчĕклех тăлăха юлнă. Граждан вăрçине хутшăннă, 1-мĕш юланут çарĕнче çапăçнă. 1930-мĕш çулта ял-йышĕпе Красноярск енне куçса кайнă. 1941-мĕш çулхи çулларан Красноярскри "Красмаш" cавутра ĕçленĕ.
1944-мĕш çулхи çу уйăхĕнче хесмете кайнă. 219-мĕш дивизин 375-мĕш полкĕнче çапăçнă. 1944-мĕш çулхи 10-мĕшĕнче атакăна пĕрремĕш çĕкленсе минă уйĕсенчен иртсе кайнă. Ăнăçлăн пралук чăрмавĕсенчен иртсе тăшман траншейисене чи малтан пырса çитнĕ те 5 фрица пĕтернĕ. Таракан тăшмана хăваласа взвод иккĕмĕш хӳтĕлеӳ линине çитнĕ. Софроново ялĕ патĕнчи вăрманта хĕрӳ çапăçу пуçланнă. Ашмаров 5 офицера вĕлернĕ, виççĕшне тыткăна илнĕ (полк командирĕ Бочаров çырнă чыслав хутĕнчен).
1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Латвири Лудзены районĕнчи Рундены ялĕ патĕнче Ахметгалин взводне (вĕсем шутĕнче Ашмаров кĕçĕн сержант та пулнă) тăшмансем хупăрланă. 11 салтак нумай хушă хăйсенчен темиçе хутчен йышлăрах гитлеровецсемпе çапăçнă.
Сăрта тăшмансене паман, хамăр çарçăсем киличченех тытса тăнă. Çавăнпа çак çапăçура вăрçнă 11 салтака та Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçтернĕ. Пурне те вилнĕ тесе шутланă.
- Ахметгалин Хакимьян Рахимович, аслă сержант (пушкăрт),
- Андронов Василий Антонович, аслă сержант (вырăс),
- Сыроежкин Пётр Константинович, сержант (вырăс),
- Чернов Матвей Степанович, кĕçĕн сержант (чăваш),
- Ашмаров Фёдор Иванович, хĕрлĕçарçă (чăваш),
- Уразов Чутак, хĕрлĕçарçă (узбек),
- Тайгараев Тукубай,Э хĕрлĕçарçă (кăркăс),
- Абдулаев Урунбай, хĕрлĕçарçă (узбек),
- Шакуров Яков Савельевич, хĕрлĕçарçă (тутар),
- Шкураков Михаил Ермилович, хĕрлĕçарçă (вырăс),
- Карабаев Тишебай, хĕрлĕçарçă.
Виççĕшĕ чĕрĕ юлма пултарнă. Йывăр аманнă Андронова урăх чаçри санитарсем çăлнă. Аманса контузи илнĕ Абдуллаев нимĕçсен аллине лекнĕ, хăйĕн медалĕсене 16 çултан çеç илме пултарнă.
Карабаев Тишебай йывăр тапхăр çитсен тăшмана парăннă. Ун малаллахи шăпи паллă мар. 1952-мĕш çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче ана Совет Союзĕн Паттăрĕ чыславне "никĕслемесĕр чысланă" пирки тĕпленĕ.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мухтав орденĕ - 1944.
- Совет Союзĕн Паттăрĕ - 1945.
- Ленин орденĕ - 1944.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Латвири палăк(ĕçлемен каçă)
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Краснов П.И. Вăрнар Ен. — Типография РГУП "Вурнарский издательский дом ", 2002. — 93 с.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Вăрнар районĕнче çуралнисем
- Лудзены енĕнче вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Мухтав орденĕн кавалерĕсем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чӳкĕн 6-мĕшĕнче çуралнисем
- 1897 çулта çуралнисем
- Утăн 19-мĕшĕнче вилнисем
- 1944 çулта вилнисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем:Чăваш Ен