Контент патне куҫ

Гомилетикăлла литература

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Гомолетикăлла литературагомилетика çине таянса тата тăнлантару, ÿкĕтлев тĕллевĕсемпе ăсталанă текст. Вăл, паллах, ытларах тĕнпе çыхăннă, анчах та унта пĕтĕмĕшле, пурне те (Турра ĕненекенсене те, ĕнеменнисене те) кирлĕ хаклăлăхсемпе чăнлăхсем те çук мар.

"Гомолетикăлла литература" текен ăнлав чăнах та пур, кăна ак çакнашкал тĕслĕхсемпе кăтартса пама пулать.

Электронлă еврей энциклопедийĕнчен[1]:

<Куçару: Гомилетикăлла литература, вуламалли ăс паракан хайлав, Библири самантсене комментариленисем çинче никĕсленет.>

Христианлăхпа çыхăннă ĕçре (рецензи)[2]:

<Куçару: Ку вĕтĕ гомилетикăлла литература уççăн çакна кăтартать: пирĕн гомилетиксем ÿкĕтлев ĕçлевлĕхĕнчен мĕн тери аякра тăраççĕ иккен тата гомилетика еплерех кăсăклă пулма пултарĕччĕ, енчен те вăл хайхи вĕтĕ гомолетикăлла литературăра çаврăнакан çав чĕрĕ ыйтусемпех майлашнă пулсан та.>

Тата тепĕр цитата[3]:

<Куçару: Телогилле тата гомилетикăлла литература Руçе фрагментсемпе çитет, чăн малтанах пухăсен йышĕнче. Руçре, Византипе танлаштарсан, нумай ĕмĕре тăсăлакан традицилле вĕренÿлĕх пулман.>

Чăваш сăмахлăхĕнчи гомолетикăлла литература тĕслĕхĕсем[4][5]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • [Паллă мар автор]. Ӳкĕнÿ. — "Церковные молитвы и исповедь на чувашском языке" кĕнекере пичетленнĕ (Мускав, 1809)
  • [Паллă мар автор]. Чăвашсен тĕшмĕшĕн сиенĕ çинчен вĕрентсе калани. 1840-мĕш çулсем. Алçыру.
  • Вишневский В.П. Чăвашла çырнă вунпĕр ÿкĕт (Пĕтĕмĕшле вырăсла "Поучения о тщете чувашских суеверий" ят панă).1846-мĕш çул. Алçыру.
  • Талавринов Н. Вĕрентсе калани. 1849-1857-мĕш çулсем. Алçыру.
  • Громов В.П. Вĕрентсе каланисем. 1850-1852. Алçыру.
  • Стратонов И. Ӳкĕнÿ. 1850-мĕш çулсем. Алçыру.
  • Васильев, Василий. Торă корннă праздник çинчен сăмах. Вĕрентсе калани. (Хусан, 1871).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ * Электронлă еврей энциклопединче статья пур «Гомилетическая литература»
  2. ^ Юрьевский А. По вопросам гомилетики >> Гомилетика, или наука о пастырском проповедании Слова Божия >>
  3. ^ Лора Герд. Россия и православный Восток. Х – начало ХХ вв.(ĕçлемен каçă)
  4. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. 1-мĕш том, Шупашкар, 1984
  5. ^ Иккĕмĕш тата виççĕмĕш йĕркесенче тăракан тĕслĕхсем пĕр япалах пулма пултараççĕ.