Контент патне куҫ

Громов Василий Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Громов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Громов Василий Петрович
Громов Василий Петрович
Çуралнă вăхăт 1813-мĕш çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Элĕк, хальхи Элĕк районĕ, хальхи Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт 1881
Вилнĕ вырăн Чикме хули
Гражданлăх Раççей
Пăхăнулăх Раççей империйĕ
Ашшĕ паллă мар
Амăшĕ паллă мар
Ачисем Виктор ятлă ывăл
Чыславсемпе парнесем Вырăс Географи Пĕрлĕхĕн кĕмĕл медалĕ.

Громов Василий Петрович (1813-1881) — çуттатуртавçă, чăваш чĕлхин лексикографĕ тата çыравçă. Чиркÿсенче ĕçленĕ. Хальхи Чăваш Республикине кĕрекен Элĕк районĕнчи Элĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Громов Виктор Петрович (31.10.1834-1881) тухтăрăн ашшĕ.

Вăл çырса хăварнă ÿкĕтсем (1852-1855) чăваш литературин пĕр пĕрчи пулса тăраççĕ. Раççейри тĕп физика обсерваторийĕ валли метерологи сăнавĕсене ярса парса тăнă. Вырăс Географи пĕрлĕхĕн пайташĕ-ĕслевçи шутланнă, асăннă йĕркелĕмĕн кĕмĕл медальне тивĕçнĕ.

В.П.Громов çуралса ÿснĕ Элĕк ялĕ хальхи вăхăтра

Элĕк ялĕнче тиеччук килйышĕнче çуралса ÿснĕ.

Ăçта вĕренни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хусанти тĕн семинарине пĕтернĕ.

Ăçта ĕçлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1856-мĕш Чикме хулинче Спиридон Михайловпа пĕрле финн ăславçипе Альквист Карл Август Энгельбрехтпа тĕл пулнă, лешĕ унăн "Чăваш лексиконне" (пĕр пайне) шведла куçарнă.

  • "Чăваш лексиконĕ" текен алçыру хатĕрленĕ.
  • Чăвашла тăнлантаравсем (ÿкĕтлевсем) хатĕрлĕнĕ (1852-1855), вĕсем паянхи кунчченех архивра упранаççĕ[1][2].
  • Симулин А.М. Громов Василий Петрович — электронла чăваш энциклопедири статья.
  • Алексеев А.А. Краткий очерк жизни и деятельности фольклориста и чувашеведа В.П.Громова // Исследования по лексике и грамматике современного чувашского языка: [Cб. ст.] / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1986. С. 59–69.
  • Магницкий, В. К. Священник Василий Петрович Громов : [член-сотрудник Русского географического общества : заметка о нем с приложением двух его писем по поводу составленного им Чувашского лексикона к Н. И. Золотницкому] / В. К. Магницкий. - [Казань] : Типография губернского правления, 1884. - 11 с.
  • Гусаров Ю.В. Талиев Пётр Иванович — электронла чăваш энциклопедири статья.
  • Петров Н.П. Чăваш литература чĕлхин историйĕ: Яковлевченхи тапхăр. Ш., 1978;
  • Сергеев Л.П. Кивĕ чăваш çырулăхĕ. Ш., 1988.
  • Петров Н.П. Дояковлевская чувашская письменность — электронла чăваш энциклопедири статья.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чăваш гуманитари институчĕн ăçлав архивĕ, 1-мĕш уйрăм, 236-мĕш управ пĕрчи.
  2. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. 1-мĕш том. Шупашкар, 1984, С.403.