Курт чĕлхи
Курт чĕлхи (كوردی, Kurdî) — индоевропа челхисен çемйин иран чĕлхисен анăç иран ушкăн айĕнчи чĕлхе. Курт халăхĕн чĕлхи, официаллă мар Куртистанра сарăлнă.
Чĕлхе темиçе пайа уйрăлса саланчĕ (йăлаллă диалект теççĕ): курманджи (çурçĕр курт), сорани (тĕп курт), зазаки, горани (гурани), лаки. Фонетикăри тата тымарĕн тытăмĕ енчен уйрăмлăхĕсем нумаях мар, çапах морфологийĕпе урăхла пулаççĕ, çавăнпа та чĕлхен тĕрлĕ диалекчĕсемпе пуплекен халăхсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ.
Халĕ «курт чĕлхин» виçĕ диалекчĕне (чĕлхене) палăртаççĕ:
- курманджи, е çурçĕр курт (СССР, Ирак, Турци, Сири);
- сорани, е тĕп курт (тухăç Ирак, Иран);
- келхури, е кăнтăр курт (кăнтăр-тухăç Ирак, анăç Иран).
Ытти диалекчĕсем — (зазаки е кырманчки (курманджи мар!), горани тата ыттисем), калаçакан çыннисем хăйсене куртсем тесен те, лингвистика енчен чĕлхисем хăй тĕллĕ шутланаççĕ. Тепĕр енчен, езидсем тĕнпе куртсемпе пĕр тĕслĕ пулмасан та, çапах езид чĕлхи — курманджи диалекчĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Курт чĕлхи миди чĕлхинчен пулса тухнă. Вăтам ĕмĕрсенче перси тата арап чĕлхисен сĕмне лекет. Çаплах чĕлхере турккă сăмахĕсем те пур.
Çыруллăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп статьйи — Курт çырулăхĕ
Синтаксис енĕпе курт чĕлхи эргативлă йĕркеллĕ шутланать.
Хăйсен ĕмĕрĕнче куртсем арап алфавичĕпе усă курнă. 1920—1930-мĕш çулсенче Турципе СССР-та латтинлатнă курт алфавичĕсене туса хунă. 1946 çулта совет курчесен алфавитне кириллицăна куçарнă.Иракпа Иранра халиччен те курт халăхĕ арап çыруллăхĕпе усă курать.
Халĕ Турцире курт чĕлхипе калаçнăшăн ытлах юратмаççĕ, курт латиницине кансĕрлеççĕ, куртсене хăйсен ячĕсене курт латиниципе çырма чараççĕ.
Юлашки вăхăтра совет курчĕсем пуре те тенĕ пекех латиница çине куçрĕç. Çак ыйтăвах пĕрмаях Ирак Куртистанĕнче çĕклеççĕ, çапах та пурнăçра çак ĕç пĕр вырăнтах тăрать. Сирире вара куртсем латин алфавичĕпе анлăнах усă кураççĕ.
Фонологи хаклавĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вокалисăм çак фонемăсемпе палăртăнать:
front | central | back | ||||
---|---|---|---|---|---|---|
short | long | short | long | short | long | |
close | i | iː | ʉ | u | uː | |
mid | e | eː | ə | o | ||
open | a |
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Руденко М. Б. Функция глагола («geîyan») в текстах средневековой курдской литературы на северном диалекте (курманджи) // Письменные памятники и проблемы истории культуры народов Востока. VIII. М.,1972. С. 200–203.
- Руденко М. Б. О некоторых особенностях языка средневековой курдской литературы (по материалам поэмы Селима Слемана «Юсуф и Зелиха») // Иранская филология. Краткое изложение докладов научной конференции, посвященной 60-летию проф. А. Н. Болдырева. М., 1969. С. 104–107.
- Цукерман И.И. Хорасанский курманджи: Исследования и тексты / АН СССР. Институт востоковедения. М.: ГРВЛ, 1986. 271 с.
- Цукерман И.И.Очерки курдской грамматики: Глагольные формы курманджи / АН СССР. Институт народов Азии. М.: ИВЛ, 1962. 239 с.
- Цукерман И.И.Очерки курдской грамматики // Иранские языки. Вып. II. М.–Л., 1950. С. 78–144.
- Цукерман И.И.Склонение имен существительных в говоре курдов ССР Армении / Тезисы диссертации на степень кандидата филологических наук. Институт языка и мышления им. Н.Я. Марра. Л., 1939. 4 с.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- СПбФ ИВ РĂА куртсене тĕпчевĕн историйĕ 2015 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- The Kurdish Institute of Paris — Language and Literature
- Kurdish Institute of Istanbul 2016 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- KAL: The Kurdish Academy of Language
- Kurdish Kurdish links and language information, dictionary etc.
- Open Directory Project: Kurdish Language 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Kurd_lal: Kurdish Language and Linguistics
- Online Kurdish-English Dictionary 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- On-line Kurdish-English Dictionary 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Online English to Kurdish to English Dictionary (By Erdal Ronahî)
- Online Kurdish-German-Kurdish Dictionary 2006 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Online Kurdish-English Ferheng Dictionary 2010 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Online Turkish-Kurdish-Turkish Dictionary 2006 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Online Kurdish School for Sorani,Kurmanji and Dimili
- Academic research about Zazaki
- MIT OpenCourseWare online course in Zazaki 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Comparison between alphabets used in Kurdish 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.