Контент патне куҫ

Пушхир

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ливи пушхирĕ
Пушхир

Пушхир — тӳрем çийре вырнаçнă, сайра е пачах çуклă флорăллă, фаунăсăр (хăш-пĕр ятарлă тĕсĕсем çеç тĕл пулаççĕ) ландшафтăн тĕсĕ.

Пĕтĕмлĕ хаклăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйăрлă, чуллă, тăмлă, тăварлă пушхирсем пулаççĕ. Уйрăм юр пушхирĕсем (Антарктидăпа Арктикăраарктика пушхирĕ). Чи паллă хăйăр пушхир — Африка континенчĕн çурçĕр пайне йышăнса тăракан Сахара. Çавăн пекех пушă çĕрсем (çурма пушхирсем) тĕл пулаççĕ.

Пушхирсен классификацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Иван Крамской ӳкерчĕкĕ «Христос пушхирте»

Тăпра хаклăхĕпе пушхирсене темиçе тĕсе уйăраççĕ.

  • хăйăрлисем
  • тăмлисем —
  • чуллисем
  • тăварлисем

Çутçанталăк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çаплах пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пушхирти хуçалăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Цивилизацирен аякра пулнипе тата тăнăç климат тăнипе, пушхирсен хăй евĕр экологи системисем паянкуна та сыхланса юлнă. Хăшпĕр çĕршывсенче пушхир пайĕсене наци çутçанталăк упранăвĕсем шутне кĕреççĕ. Тепĕр енчен, пушхир çумĕнчи çын ĕçлĕхĕ (вăрмана касса кăклани, юхан шывсене пӳлни) пушхирсене сарса янă. Çĕрсем пушхирленсе кайни — паянкунхи чи хăрушăллă, пĕтĕм тĕнчеллĕ тата хăвăрт пулакан ĕç-пуçĕ шутланать. 90-мĕш çулсенче 3,6 млн га типĕ çĕр пушхирленме тытăннă. Çак хăрушăлăх çутçанталăкăн тĕрлĕ климатĕсенче, çапах уйрăмах шăрăх типĕ районсенче авăк утăмлать. XX ĕмĕрте йывăçсем лартса, шыв канавĕсене чавса пушхирсем сарăлса кайнине чарма пикеннĕ. Çавах та çĕр пушхире тухса пыни тĕнче экологин чи вичкĕн пулăмĕ шутланать.