Контент патне куҫ

Цунами

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Цунами; Мальдива утравĕсем, Мале, 26.12.2004
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Цунами (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Цуна́ми[1] (яп. 津波 IPA: [t͡sɯnä́mí][2], унта  — «бухта, кӳлмек»,  — «хум») — океанра шывăн мĕнпур хулăнăшне аялтан хăватпа çапнипе пулнă шултра хумсем.

Цунами, хăшпĕр специалистсен шухăшĕпе, солитонсем пулаççĕ[3]. Чылай чухне цунами шыв айĕнче çĕр чĕтреннипе пулаççĕ, çав вăхăтра тинĕс тĕпĕ хăварт анса ларать е хăпарса каять. Цунами кирек епле вăйлă çĕр чĕтреннипе те çуралать, анчах та питĕ хăвата вăйлă чĕтреннипе (магнитуди 7 баллран ытлах пулсан) çитет. Çĕр чĕтреннĕ хыççăн темиçе хум каять. 80 % яхăн цунами Лăпкă океанăн периферинче сиксе тухать. Цунами пулăмне ăслăх енчен пĕрремĕш Хосе де Акоста 1586 çулта Лимăра (Перу) — питĕ хăватлă çĕр чĕтренĕвĕ пулсан — ун чухне 25 м çӳллĕш цунами хумĕсем 10 км çити тип çĕре çине кĕрсе кайнă — ăнлантарса панă.

Хум ăшăха çитсен, вăрахланать, унăн амплитуди (çӳллешĕ) ӳсет.

Уçă океанра цунами хумĕсем хăвăртлăхпа чупаççĕ, унта  — ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ,  — океан тарăнăшĕ (ăшăх шыв çывхарни тĕнĕскер]], ун чухне хум тăршшĕ шыв тарăнăшĕнчен питĕ нумай пысăкрах).

Вăтам тарăнăш 4 км чухне цунами хăвăртлăхĕ — 200 м/с е 720 км/сех. Уçă океанра хум çӳллĕшĕ 50 см ытла мар, çавăнпа та карапсене çӳреме хăрушлă мар, ăна кимĕ е карап çинчи çынсем сисмесен те пултараççĕ. Хум тапхăрĕ — 1 минутран пĕр сехете çити, тăршшĕ теçетке км пуçласа темиçе çĕр км таран, океанри хăвăртлăхĕ — 600—900 км/сех, континент шельфĕнче — 100—300 км/сех[4][5].

Чи хăватлă цунамисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Суперцунами

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Большой толковый словарь русского языка. — 1-е изд-е: СПб.: Норинт
  2. ^ 「NHK日本語発音アクセント辞典」。2002年。ISBN 978-4-14-039360-4
  3. ^ Филиппов А. Т. Многоликий солитон // Библиотечка «Квант». — Изд. 2, перераб. и доп.. — М.: Наука, 1990.
  4. ^ Гир Дж., Шах Х. Зыбкая твердь: Что такое землетрясение и как к нему подготовиться / Пер. с англ. д-ра физ.-мат. наук Н. В. Шебалина. — М.: Мир, 1988. — 63000 экз.
  5. ^ Edward Bryant Tsunami: The Underrated Hazard. — 3. — Springer, 2014.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]