Çăрттанлă районĕ
Çăрттанлă районĕ Неверкинский район | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Пенза облаçĕ | ||
Администраци центрĕ | Çăрттанлă ял | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1928, утă, 16 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Моисеев Ю.В. | ||
Официаллă чĕлхе | вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
14 513[3] (1,08 % %, 19-мĕш вырăн) | ||
Наци йышĕ |
тутарсем — 50%, чăвашсем — 24,9%, вырăссем — 20,1% | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльмансем, христиансем | ||
Лаптăк |
984,50[4] çм² (24 %) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Çăрттанлă Ен — Пенза облаçĕн кăнтăр-тухăçĕнче вырнаçнă муниципаллă пайĕ. Администраци центрĕ — Çăрттанлă чиркӳ ялĕ.
Район администрацин пуçлăхĕ — Моисеев Юрий Владимирович.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр лаптăкĕ 0,99 пин çм².
Çурçĕрте Кузнецки районĕпе, тухăçра Чĕмпĕр облаçĕпе, кăнтăрта Сарăту облаçĕпе, анăç енче — Камешкирски районĕпе чикĕ тытать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1928 çулта Вăтам Атăл Енĕн Кузнецки таврашĕ шутĕнче йĕркеленĕ. 1932 çулта района салатнă, çĕрĕсене Камешкирски, Павловски, çаплах Барановски районĕсене кĕртнĕ. 1935 çулта каллех пуçтарса йĕркеленĕ. 1939 ç. Куйбышев облаçĕнчен Пенза облаçне куçарнă. 1963 çулта салатнă, территорине Кузнецки районĕ шутне кĕртнĕ. 1965 кăрлачăн 12-мĕшĕнче каллех йĕркеленĕ.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта 15 муниципаллă тăрăха кĕрекен 29 пурăнан вырăнта 17,6 пин çын (01.01.2007) пурăнать.
Тутарсем Çăрттанлăра (районти тутарсен 50 % пайĕ), çаплах тутар ялĕсенче — Алеево, Бигеево, Бик-Моисеевка, Дёмино, Джалилово, Залапино, Карновар, Мансуровка, Масарлă, Сарпай — çаплах хутăш чăваш-тутар ялĕсенче — Исикеево тата Чул Çырми — пурăнаççĕ.
Халăх йышĕн улшăнăвĕ:
- 1939 ç. — 28 271,
- 1946 — 22 423,
- 1959 — 25 449,
- 1970 — 25 443,
- 1979 — 22 234,
- 1989 — 19 117,
- 1996 — 19 649,
- 2004 — 18 350 çын.
Чăваш ялĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Илем шывĕ хĕрринчи çак чăваш ялĕсем вырнаçнă:
Çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта 18 ача-пăча сачĕ, 30 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, 2 аслă шкул филиалĕ, СПТУ-20, 3 вăтам специальность паракан вĕренӳ заведенийĕ пур. Спортпа ачасем 16 спорт залĕнче, 8 спорт площадкисенче туслашаççĕ.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта виçĕ наци культури центрĕ ĕçлет. Итем-Кура ЯКК — чăваш культурин центрĕ, Октябрьски ЯКК — тутар культурин центрĕ, Березовски ЯКК — мордва культурин центрĕ. Культура керменĕнче тăван ен тĕпчев музейĕ ĕçлет, унта тăватă халăхăн уйрăмĕ пур.
20 ял культура çурчĕ, район культура керменĕ, 3 ял клубĕ, 23 ял вулавăш, ачасен тата çамрăксен пултарулăх çурчĕ, ӳнер шкулĕ, тăван ен тĕпчев музейĕ.
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район территоринче «Кунчер çеçенхирĕ» çутçанталăк усравĕ туса хунă. Архитектура палăкĕсем шутĕнче Неверкино çĕрĕн пульници, Дёмино ялĕнчи банк çурчĕ, 2 мечет (Бигеево), 12 археологи палăкĕ (бронза тапхăрĕнчи пура культурин курганĕсемпе курган вилтăприсем, çав вăхăтри пурăнан вырăнсем.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çăрттанлă районĕн администрацийĕ 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çăрттанлă районĕ 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çăрттанлă районĕ // Пенза ен / М. С. Полубояров 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- ГТРК Пенза 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пенза облаç тăрăмĕн официаллă порталĕ 2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çăрттанлă(ĕçлемен каçă)
- Шувалов И. Ф. РУССКИЕ ПОСЕЛЕНИЯ НЕВЕРКИНСКОГО РАЙОНА ПЕНЗЕНСКОЙ ОБЛАСТИ В XVIII – НАЧАЛЕ XXI ВВ. (ДЕМОГРАФИЧЕСКИЙ АСПЕКТ). — Сайт: Научно-издательский центр "Социосфера".
Çăрттанлă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Çăрттанлă (ял) |
Пенза облаçĕ | |||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ: Пенза Хула тăрăхĕсем: Заречный (ЗАТО) | Кузнецк | Пенза Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Ку Пенза облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |