Çĕнĕ Çул (уяв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çĕнĕ çул умĕ
Тĕс {{{тĕс}}}
Вăхăт Григори календарĕпе çулăн пĕрремĕш кунĕ
Уявлани фейерверксем, çемье кĕрекисем
Çыхăннă Раштав, Çĕнĕ çул умĕ


Çĕнĕ ÇулÇĕр çинчи нумай халăхсен уявĕ. Ăна йĕркеллĕ календарь тăрăх кивĕ çулăн юлашки талăкĕ çитес çулăн пĕрремĕш талăкне куçнă самантра палăртса ирттереççĕ.

Хальхи Çĕнĕ Çул[тӳрлет]

Григориан календарĕ тăрăх[тӳрлет]

Çĕр çинчи нумай çĕршывсен çыннисем Çĕнĕ Çула кăрлач, 1 савăнса уявлаççĕ.

Еврейсен Çĕнĕ Çулĕ[тӳрлет]

Тĕп статья: Рош Ха-Шана.

Еврейсем Рош-Ха-Шана (ראש השנה) — (çул пуçĕ) Песах хыççăн 163 кун иртсен (авăн, 5юпа, 5 хушшинчи пĕр кунĕнче) уявлаççĕ. Çак вунă кун хушшиче каçару ыйтса кĕл тăваççĕ. Тепĕр вунă кунĕсене «тшува кунĕсем» («таврăнни» — Турă патне таврăнни ĕнтĕ) теççĕ. Вĕсене татах «каçару кунĕсем» е «хумхану кунĕсем» те теççĕ. Рош-Ха -Шана чухне çыннăн шăпи пĕр çул малалла палăрăнса çырăнать. Уявăн пĕрремĕш каçĕнче еврейсем пĕр-пĕрне çапла саламлаççĕ: «Пурнăç Кĕнекинче сирĕн лайăх çырăнмаллла пултăр!». Еврейсем ун чухне шурă тумтирсем тăхăнаççĕ. Уявланă чух халана е панулмие пыл пуçса çиеççĕ.

Китай Çĕнĕ Çулĕ[тӳрлет]

Китайра Çĕнĕ Çула хĕллехи уйăх çĕнелнĕ тĕле ирттереççĕ. Григориан календарĕпе çак кун кăрлач, 21пе нарăс, 21 хушшине лекет. Кашни çула 12 чĕрчунран пĕрипе тата 5 элементран пĕрипе çыхăнтараççĕ. Çĕнĕ Çулăн пĕрремĕш кунĕнче фейерверксене, тутлă шăршă çунтараççĕ. Фейерверксем усал (дух)сене хăратса хăваласа яраççĕ

Бахай Çĕнĕ Çулĕ[тӳрлет]

Бахаисен тĕнĕ йĕркипе Çĕнĕ Çула (Навруза) çуркуннехи каçпа кун тан чух уявлаççĕ.

Бенгал Çĕнĕ Çулĕ[тӳрлет]

Ака, 14 — Бенгал Çĕнĕ Çулĕ (Бангладеш).

Чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ[тӳрлет]

Тĕплĕнрех Мăнкун статьяна вулăр.

Христос тĕнне йышиниччен чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ Мăнкун уявĕнче пуçланнă. Вăл хальхи пуш уйăхĕн 25-мĕшне лекет. Сĕрен, вирĕм ирттерсе киле вут урлă сиксе тасалса килнĕ хыççăн пысăк уяв ирттернĕ. Хĕрлĕ çăмарта пĕçернĕ, чăкăт, пашалу-кулач, пăтă, кукăль хатĕрленĕ. Сăра кăларса ăратри тăвансемпе ĕçкĕ ирттернĕ.

Мăнкунра кунпа çĕр танлашнă хыççăн кун таршшĕ ӳсме, çĕр катăлма пуçланă.

Вырăс Çĕнĕ Çулĕ[тӳрлет]

Пиротехникă[тӳрлет]

Çĕнĕ Çула уявланă чух тĕрлĕ тĕслĕ пиротехникă фейерверкĕсене çунтараççĕ: хлопушкăсене, бенгал çуртисене, пĕрре е нумай залпăллă салютсене, ракетăсене, рим çуртисене, петардăсене. Çаплах, пиротехникăна усă курнă чухне асăрхануллă пулмалла, уяв вăхăтĕнче çынсем вут-кăвайта кĕреççĕ, хăйсене амантаççĕ (ӳте пĕçертни, контузи, ал-урана сарăмсăр татăлтараççĕ), çавăнпа çĕнĕ çул каçĕ травмăллăх енчен çав тери йывăрри шутланать.

Тĕрлĕ çĕрсенчи йăласем[тӳрлет]

  • Италире Çĕнĕ Çул умĕн кивĕ усăран тухнă япаласене кăларса пăрахаççĕ, Раштавра вара раштав пуленкине çунтарса яраççĕ.
  • Японире Çĕнĕ Çул каçĕнче 108 хут чана çапаççĕ. Кашни чан сассийĕ пĕр çылăха лекет. Çылăхесен шучĕ улттă: çăткăнлăх, ухмахлăх, усаллăх, çăмăлтайлăх, хăюсăрлăх, ăмсанăлăх, çаплах кашнин 18 тĕрлĕ тĕсĕ пур, пурĕпе ĕнтĕ 108 чан çаппипе килĕшĕнет.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]