Байконур
Википедири материал
Байконур (Патшалăх тĕпчев-тĕрĕслев космодромĕ №5) — тĕнчери пĕрремĕш космодром, Казахстан, юнашар Тюратам посёлокĕ.
Тĕнчипе паллă космодром. Пур тĕслĕ ракетăна та хăпартма пултарать. Планетăн космонавчĕсене çӳл тӳпене космос аппарачĕпе çĕклекен виçĕ космодромĕсенчен (Канаверал, АПШ тата Цзюцюань, Китай) пĕри. ТКС орбитине широтине Байконур широтине шута хурса йышăннă — çакăнтан чылай япала хăпартаççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Байконура 1955 çулхи уăрлач, 12 тума пуçланă, Совет Союзĕн чи пысăк космодромĕ пулса тăнă. СССР аркансан, 1990-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче космодром Казахстан аллине куçать. Раççей унпа 2050 çулчен усă курма пултарать.
[тӳрлет] Шалти тытăмĕ (инфраструктури)
[тӳрлет] Усă курни
1957, çу — ĕçе кĕртни; «Р-7» Тĕнчеллĕ баллистика ракетана тӳпене хăпартни.
1957 4 октября Байконуртан орбитăна тĕнчери пĕрремĕш Çĕрĕн «Спутник-1» спутникне çĕкленĕ. Йывăрăшĕ вăл 83,6 килограмм тайнă.
3 ноября — «Спутник-2» çинче Лайкăна космоса çĕкленĕ.
1960 çулхи çурла, 19— запущен «Спутник-5» с собаками Белкăпа Стрелка на борту. Çĕр тавра 17 хут çаврăнса аппарат хушнă тĕле анса ларнă. Ку йытăсем çултен сывă-чĕрĕ таврăннă.
1960 çулхи 24 октября космодромра «Р-16» баллистика ракетине вĕçевре тĕрĕслес ĕçре пысăк катастрофа пулса иртет: çулăма лексе, çунăкăн наркăмăш компоненчĕсемпе аптраса 78 çын сарăмсăр вилнĕ, вĕсен хушшинче СПРÇ тĕп çарпуçĕ Митрофан Неделин.
1961 ака, 12 космодромран «Восток-1» космос аппарачĕпе, тĕнчере пĕрремĕш хут çынна (Ю. А. Гагарина) çĕр çумĕнчи орбитăна хăпартнă. Çĕр тавра 1 сехет те 48 минутра çаврăнса, аппарат Сарă ту облаçĕнче анса ларать.
1963 çулхи 24 октября космодромăн Р-9 çар ракета шахтине çулăм хыпать, çичĕ çыннăн пурнăсне касать.[1].
[тӳрлет] Çутçанталăкĕ
Космодром территорийĕ сăртлă тӳрем, кăнтăр енче тухăçран анăçалла Сырдарья юхать. Çӳллĕшĕпе айлăмĕ хушши: 80 — 150 м. Сăртсен çӳллĕшĕ 10-20 м. Айăккисем вашмăк, вырăнĕпе шыв юхтарнă хушăклă; тăррисем тӳпе евĕр.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
- Байконур: çырса кăтартни, план, ӳкерчĕксем
- Байконур историйĕ
- Байконур – космодром, хула. Историллĕ фотоальбом.
- Космодром Байконур Google Maps çиинче
- Байконур çутçанталăкĕ
- Космодром Байконур – официаллă мар сайчĕ
- Космодром Байконур юлашки хыпарĕсем Казахстан хыпарĕсен парталĕнче
- Космодром Байконур ятарлă хуçалăх тăрăхĕ пулать.
- Форум "Байконур в Калуге". 90% жителей - приехали из г.Ленинск(Байконур)
Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующего тега <ref> не найдено соответствующего тега <references/>