Гагарин Юрий Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юрий Алексеевич Гагарин
Кун-çул хыпарĕсем
Профессийĕ космонавт
Çуралнă пуш, 9 1934
Клушино ялĕ
Смулен облаçĕ РСФСР
Сарăмсăр вилнĕ пуш, 27 1968а
Киржач хули патĕнче
Гражданлăх СССР
Çитĕнĕвĕсем
Çитĕнĕвĕсем 1-мĕш çын космослăхра

Юрий Алексеевич Гагарин (пуш, 9 1934, Гжат районĕнчи Клушино ялĕнче, (халĕ Гагарин) Смулен облаçĕ — 27 пуш 1968, Улатимĕр облаçĕ) — космослăх уçлăхне вĕçсе хăпарнă пĕрремĕш çын.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юрий Алексеевич Гагарин 1934 çулхи пуш, 9 РСФСР-ăн Анăç облаçĕн Гжатск районĕн (халĕ Смулен облаçĕн Гагарин районĕ) Клушино чиркӳ ялĕнче çуралнă. Халĕ Гжатск хулине Гагарин ятне панă. Çĕр ĕçтешĕсен ĕретĕнчен тухнăскер: ашшĕ — Алексей Иванович Гагарин (1902 — 1973) платник, амăшĕ Анна Тимофеевна Матвеева (1903 — 1984) — сысна пăхакан.

Ачалăхĕ Клушинăра иртнĕ. 1941 çулхи авăн, 1 шкула каять, анчах 12 октября яла нимĕçсем çитеççĕ те вĕренесси татăлать. Ял нимĕçсем айĕнче икĕ çул пулать. 1943 çулхи ака ,9 Хĕрлĕ çар каялла тавăрать.

1945 çулхи çăвăн 24-мĕшĕнче Гагарин çемйи Гжатска (халĕ Гагарин) пурăнма куçать. 1949 çулхи çу уйăхенче Юрий Гагарин Гжатск вăтам шкулĕн улттăмĕш класĕнчен вĕренсе тухса авăнăн 30-мĕшĕнче Люберца 10-мĕш №-лĕ ремеçлĕ училищине вĕренме кĕрет. Çав вăхăтрах ĕçлекен çамрăксен каçхи шкулĕнче пĕлӳ пухать, çиччĕмĕш класса 1951 çулхи çу уйăхĕнче пĕтерет, çĕртмере училищĕрен çӳллĕ паллăсемпе формовщик-литейщик профессине илет.

1951 çулхи çурлара Гагарин Сарăту индустри техникумне вĕренме кĕрет. 1954 çулхи 25 октября пĕрремĕш хут Сарăту аэроклубне пырать. 1955 çулта Юрий Гагарин ăнăçусем туса, çӳллĕ паллăсемпе вĕренĕве вĕçлет, хăй тĕллĕн Як-18 çинче пĕрремĕш вĕçеве тухать.

1955 çулхи юпан 27-мĕшĕнче Гагарина çăра хĕсмете чĕнеççĕ, Ăренпурти 1-мĕш çар-авиаци К. Е.Ворошилов ячĕллĕ вĕçевçисен училищине лекет. 1957 çулхи 25 октября Юрий Алексеевич училищĕрен вĕренсе тухать.

1959 çулта Валентина Ивановна Горячевăпа пĕрлешĕнет.

1959 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Ю. Гагарин космонавтсен ушкăнне кĕме пĕлтерӳ çырать. Эрнерен ăна Мускава пур енлĕ медицина тĕпчевĕ ирттерме Тĕп ăслăлăх-тĕпчев авиаци хоспитăльне чĕнсе илеççĕ. Çитес çул пуçламăшĕнче ятарлă медкомисси Гагарин аслă лейтенант космослăха хăпарма сывлăх енчен хатĕррине çирĕплетет.

1960 çулхи пушăн 3-мĕшĕнче СÇВ Тĕп ертӳçин Константин Вершинин хушăвĕпе космонавтсен ушкăнĕн кандидат ĕретне илеççĕ, пушăн 11-мĕшĕнче вăл хăнăхса вĕренме тытăнать.

Космослăха хăпарни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гагарин офицерсĕр пуçне, ушкăнра çирĕм çын хатĕрленнĕ. Вĕсем, паллах, чи лайăх вĕçевçĕсем пулман, Королёв çыннăн çӳллĕшне, йывăрăшĕпе тата сывлăхне пĕрремĕш вырăна хунă. Çын вĕçсе хăпармалли ракета АПШ-на тĕшĕллĕ çар бомбине çитерекен хатĕр япала пулнă[1]. Ракетăсене хатĕрленĕ Марк Галлай пĕр чух çапла каланă: «Кирек епле авиаци полкĕнче çирĕм вĕçевçĕ суйлама май пур…». Çирĕммĕшĕнчен улттăшне уйăрса илнĕ, Королёв питĕ васканă — американсем 1961 çулхи ака, 20 хăйсен астронавтне космослăха вĕçме хатĕрленĕ. Çавăнпа та старта тухма 1961 çулхи ака, 11 — 17 палăртса хунă. Космоса вĕçекенĕ чи юлашки самантра çеç паллă пулать: ПК ларăвĕнче Гагаринпа унăн дублёрне Титов çирĕплетнĕ. ТАСС виçĕ тĕрлĕ хыпар хатĕрлесе хунă. Пĕрремĕшĕ — «Ăнăçлă», иккĕмĕшĕ ăнсăрт пулăма валли, ахăртнех космос вĕçевçи урăх çĕршыв территорине е тĕнче океан шывне анса ларсан — шыраса тупма пулăшу ыйтса «Ют çĕршыв ертӳлĕхĕсене чĕнсе çырни», виççĕмĕшĕ — «Сарăмсăрлă», эхер те Гагарин чĕррĕн таврăнаймасан.

Вĕçевĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Восток» карапĕ космослăха 1961 çулхи ака уйăхĕн12-мĕшĕнче, 9 сех. 7 минутра (мускав вăхăчĕпе) Байконур космодромран çĕкленнĕ. Çĕр тавра 108 минут хушшинче çаврăнса 10:25:34 вăхăтра карап шутланă енĕпе вĕçеве вĕçлет. Гагаринăн чĕнмелли «Кедр» пулнă.

Тĕнче паллăлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускавра йышăнни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтанах никам та Гагарина Мускавра тивĕç вырăнлă йышăнма шутламан та. Пĕтĕмпех юлашки самантра Никита Хрущёв çавăрттарса ярать. Сергей Хрушёв аса илнипе[2]: «Вăл Хӳтĕлев министăрĕ Малиновский маршал патне шăнкăравланă: „Вăл сирĕн аслă лейтенант пулас. Хăвăртрах унăн çар паллине хăпартмалла“. Малиновский кăмăл çуксăр пекех Гагарина капитан шайĕпе чыслăп тесе хуравланă. Çакăнпа Никита Сергеевич тулхăра кĕнĕ: „Мĕн капитанне? Эсир ăна майор та пулин тăвăр“. Малиновский вăрах килĕшмен, анчах та Хрущёв хăйĕнĕнчен чакман, вара çак кунах Гагарин майор пулса тăрать». Хрущёв кун хыççăн Кремĕле шăнкăравлать те Гагарина сумлă кĕтсе илмелли хушу парать.

Гагарина илме Ил-18 çитнĕ, Мускав патĕнче самолёта МИГ истребителĕсен чыс эскорчĕ хурала илет. Самолёт Внуково аэропортне анса ларнă, унта Гагарина питĕ паха йышăнаççĕ. Темĕн чухлĕ çын, влаçăн пур аслăлăхĕ, журналистсемпе операторсем Внуковăра пуçтарăнать. Самолёт аэропортăн тĕп çурче çумне пырать, трапа антараççĕ, пĕрремĕш Гагарин çĕр çине ура пусать.

Филатипе нумизматика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Дорога в космос. — М.: ВОЕНИЗДАТ, 1978. — 336 с.

Статьи:

  • «Звёздное время» («Красная Звезда» от 1 мая 1961)
  • «Вас ждёт воздушный океан» («Комсомольская правда» от 9 июля 1961)
  • «Металл и характер отливаются в труде» («Красная Звезда» от 14 октября 1961)
  • «Вперёд, всегда вперёд» («Правда» от 12 апреля 1962)
  • «Слово к писателям» («Литературная Россия» от 12 апреля 1963)
  • «Поэзия звёздных высот» («Комсомольская правда» от 10 мая 1963)
  • «Лыжню летящим по волнам» («Комсомольская правда» от 2 октября 1963)
  • «Штурмующие небо» («Известия» от 4 октября 1963)
  • «Дважды воскресший» («Молодой коммунист», 1964, № 3)
  • «Есть пламя» («Комсомольская правда» от 18 августа 1964)
  • «Наши ряды растут» («Красная Звезда» от 11 апреля 1965)
  • «Время коммунизма, время космоса» («Авиация и космонавтика», 1967, № 4)
  • «Ступени во Вселенную» (в сборнике АПН «В 2017 году», 1968)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Аргументы и факты 10 (1063) 2012 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ http://news.bbc.co.uk/hi/russian/russia/newsid_7015000/7015537.stm BBC, Сергей Хрущёвпа калаçни

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]